Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пенсионерсем Спартакиадӑра вăй виçрӗҫ

Ăмӑртусене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине малалла ирттереççӗ

«Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха çирӗплетмелли комплексра пенсионерсен «Виҫҫӗмӗш ӳсӗм» XV республика Спартакиадин муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.

Спартакиада — йӑлана кӗнӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ спорт мероприятийӗ, ӑна ҫулсеренех аслă çулсенчи ҫынсем хушшинче физкультурӑпа спорт хаклӑхӗсене пропагандӑлас тата сарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятие пухӑннисене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳçин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, районти клиент службин начальникӗ (ведомство тивӗҫӗпе) Роза Гафарова, вырӑнти пенсионерсен уйрăмӗн ертӳçи Дилюза Азизова, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, туризм тата спорт пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗҫ.

— Спартакиада чӑннипех те сывӑ пурнӑҫ йӗрки тата харпӑр хӑйӗн рекордне — туни май пулни.

— Спартакиадӑра хутшӑнакансем профессиллӗ спортсменсем мар. Вӗсем — аслӑ ӑру представителӗсем, вӗсене спорта юратни тата хастарлӑх пӗрлештерет. Паян вара вӗсем ҫынсене активлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗх патне илсе пыракан майсене кӑтартма тата ӳт-пӳ сывлӑхӗшӗн тӑрӑшма хатӗр. Мӗншӗн тесен спортпа туслашни — сывлӑх тата ырӑ кӑмӑл-туйӑм кӑна мар, ҫынна обществӑра интереслӗ, кирлӗ пулса юлма, унӑн аталанӑвӗшӗн хутшӑнма май паракан энерги те. Эпир сирӗнпе питӗ мӑнаҫланатпӑр тата эсир пурте пирӗншӗн тӗслӗх вырӑнӗнче, — терӗ Айрат Залялов пенсионерсене ӑмӑртусенче ӑнӑҫу сунчӗ.
Дилюза Азизова Çӗпрел тӑрӑхӗнче пурӑнакан аслӑ ӑру представителӗсем пурнӑҫа хастар хутшӑннине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пынине, мӗнпур культурӑпа спорт мероприятийӗсене, пултарулӑх фестивалӗсене хутшӑннине пысӑк мӑнаҫлӑхпа палӑртрӗ.

Хутшăнакансем ҫӑмӑл атлетика, дартс, тӗл перес тата сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе ăмăртрӗҫ.
Пӗтӗмлетӳсем

Арҫынсем хушшинче иртнӗ тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗпе 1-мӗш вырӑна Николай Хрисанов (ҫӑмӑл атлетика) йышӑнчӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Ильсияр Хайрутдинова, 2-мӗш вырӑна — Ирина Ярзуткина, 3-мӗш вырӑна Райхана Сафина тивӗçлӗ пулчӗç.

Дартс енӗпе арҫынсем хушшинче Гомар Мохтаров — 3-мӗш, Ханбик Камалов — 2-мӗш, Вазых Хакимов 1-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
Хӗрарӑмсенчен Рамзия Ракипова 1-мӗш, Дилюза Азизова 2-мӗш, Каусария Мударисова 3-мӗш вырӑна йышӑнчӗç.

Сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе арҫынсем хушшинче Геннадий Карсаков 1-мӗш, Альфред Яхиев вара 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗç.

Сӗтел ҫи теннисӗ енӗпе вара хӗрарӑмсем хушшинче Валентина Кузнецована çӗнтерекен пулмарӗ, Мадина Замалетдинова 2-мӗш, Нуржиган Айметдинова 3-мӗш вырӑна йышӑнчӗç.
Тӗл перессипе Ринат Ракипов 1-мӗш, Фиркать Хуснутдинов 2-мӗш, Наиль Исхаков 3-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗç.

Тӗл перессипе Фарида Зяббаровапа Наиля Сафина хӗрарӑмсем хушшинче 1-мӗш вырӑна пайларӗҫ, Клара Чернова 2-мӗш, Гульсира Халиуллова 3-мӗш вырӑна тухрӗç.

Спартакиадӑна хупнӑ май ҫӗнтерỹҫӗсемпе призерсене сертификатсемпе парнесем пачӗҫ.
Спартакиада вӑхӑтӗнче пенсионерсем те ГТО нормативӗсене пурнӑҫларӗҫ. Аса илтеретпӗр, ГТО комплексӗ «Физкультурӑпа спорта аталантарасси» патшалӑх программи шайӗнче пурнӑҫланать.

Паспортри мар, чун-чӗрери пӗлтерӗшлӗ

Азизова Дилюза районти пенсионерсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать:

— Пирӗн пенсионерсем районăн общество пурнӑҫӗнче пысӑк хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ. Пенсионерсен союзӗн районти организацийӗ тӗрлӗ республика, федераци программисемпе проекчӗсене пурнӑҫлама хӑйӗнчен пай кӗртет.

Кашни ҫулах Пăвари ваттисен çуртӗнче пурăнакан аслă çулсенчи ҫынсем патне каятпӑр, вӗсене кучченеҫсем валеçетпӗр, концерт номерӗсем сӗнетпӗр. 

Çулсерен Хусанта йӗркелекен районăн культура кунӗсенче «Кӗрхи ырлӑх» ятлă куравпа хутшӑнатпӑр. 
«Мучелей вулавӗсем» мастер-классем йӗркелетпӗр. Ҫав мастер-классенче сурӑх ҫӑмӗнчен нуски мӗнле ҫыхмаллине, ӗне сӗтӗнчен сырпа ҫу мӗнле тумаллине кӑтартатпӑр. 

Январь-апрель уйăхӗсенче «Финанс пӗлӗвӗ», «Улталанас марччӗ», «Тӑван енӗн историйӗ» темӑсем енӗпе вулавсем ирттерсе, хамӑр пӗлӗве ӳстертӗмӗр, тӗрлӗ музейсене ҫитсе куртӑмӑр. Сывӑ пурнӑҫ йӗрки шайӗнче эпир врачсемпе тӗлпулусем йӗркелерӗмӗр, лекцисем итлерӗмӗр, гимнастикăпа та интересленетпӗр. 

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухатпӑр. 

Тӗрлӗ конкурссенче, ӑмӑртусенче хастар хутшӑнатпӑр. Сӑмахран, «Ăрусен ҫыхӑнӑвӗ» шайӗнче шахмат енӗпе Пӑва хулинче иртнӗ зона турнирӗнче Афанасьевсен ҫемйи — 2 вырӑна, компьютер пӗлӗвӗ енӗпе Валиевсен çемйи 2 вырӑна тивӗçлӗ пулчӗç.

Ҫак кунсенче эпир Хусан хулинче иртекен пенсионерсен спартакиадине, çавăн пекех, теннис, шывра ишесси пек ӑмӑртусенче хутшăнма та хатӗрленетпӗр. Кашни эрнен кӗҫнерникунӗнче «Каҫхи вӑйӑсем» ирттерме, Биляр тата Пăлхар хулисене çулçӳреве кайма планларӑмӑр. 

Пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн çӳлсемӗр ӳссе пыраççӗ пулин те, чун вара яланах ҫамрӑк. Ҫапла пултӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев