Паттӑрлăхӗсем вилӗмсӗр!
Вӗсем пуç хунă çар çыннисен ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗререн тав турӗç, ывӑлӗсен паттӑрла ӗҫӗсем халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхех сыхланассине палӑртрӗç.
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ Андриан Мышовӑн «Хăюлăхшăн» медальне тата «Паттӑрлӑхшӑн» орденне унăн ывăлӗ Денис, Иван Кудряшовӑн II степеньлӗ «Çарти паттӑрлӑхшӑн» медальне тата «Паттӑрлӑхшӑн» орденне унăн амăшӗ Валентина Кудряшова, Айрат Шигаповӑн «Паттӑрлӑхшӑн» орденне унăн ашшӗ Абдуллажан Шигапов, çавӑн пекех, Руслан Шамитовӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медальне кинӗ Виктория Мерчина илчӗç.
Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин хутшӑнчӗç.
Вӗсем пуç хунă çар çыннисен ашшӗ-амӑшӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗререн тав турӗç, ывӑлӗсен паттӑрла ӗҫӗсем халӑх асӗнче ӗмӗрлӗхех сыхланассине палӑртрӗç.
— Геройсен ячӗсем манăçăнмӗҫ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ — чӑн-чӑн патриотизм тӗслӗхӗ, — тесе палӑртса иртрӗç ертӳçӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев