Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӳп-ҫап ӑшне путатпӑр!

Экологи

Урамсене вырнаҫтарнӑ ҫӳп-ҫап ещӗкӗсем (контейнерсем) час-часах ҫӳп-ҫаппа тулса тăкăнаççӗ. 

Ҫӳп-ҫапа пушатса каймаççӗ, хупписем хупăнман ещӗксенчен кулленхи хытă каяшсене йытӑсемпе кушаксем таврана сапалаҫҫӗ. Питӗ илемсӗр курăну! Эпир ҫак йӑлари каяшсене çуп-çап полигонне турттарса кайма яваплă пулнă регионти операторăн ӗçӗнчен куратпăр. Мӗншӗн тесен, çӳп-ҫапа вӑхӑтра турттармаҫҫӗ, вӑл тулса тăкăнать... Ҫак лару-тăрушăн вӗсем ҫеҫ айӑплӑ-и?!

Кун ҫинчен район пуҫлӑхӗн тунтикунри канашлӑвӗнче калаҫрӗҫ. 

— Ҫӳп-ҫап турттармалли проблемӑсем пулчӗç тата пур. Йӑлари каяшсене ҫеҫ вырнаҫтарма палӑртнӑ контейнерсене ҫынсем касса пӑрахнӑ йывӑҫ турачӗсене, транспорт кустӑрмисене, кивӗ оборудованисене тата ытти япаласене те кăларса пăрахаççӗ. Çавӑн пек ҫӳп-ҫапа пуçтарасси тата техникăпа тиесе каясси регионти операторăн тивӗҫне кӗмест. Çакăн пек курăну мӗнпур контейнер площадкисенче те курма пулать.

Ҫак проблемăран хӑтӑлмалли пӗртен-пӗр меслет — видеосăнавсем вырнаçтарни, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлура.

Çӳп-çапа кирлӗ мар вырӑнта пӑрахни те административлӑ правӑна пӑсни пулса тӑрать, уншӑн штраф пӑхса хӑварнӑ. Май уйăхӗн малтанхи эрнинче ҫакӑн пек йӗркене пӑсни ҫинчен 20 яхӑн протокол ҫырнӑ.

Правилӑсене пӑснӑ граждансене Тутарстан Республикинчи административлӑ правасене пӑсни çинчен калакан Кодекс тӑрӑх 2 пин тенкӗ тата унран та ытларах штраф парса айăплаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев