Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе, хисеплӗ Çӗпрел ҫыннисем!

Хисеплӗ Çӗпрел çыннисем, тыл ӗçченӗсем!

Сире Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнӗ ятпа саламлатăп!

Пирӗн халӑхӑн хурҫӑ пек çирӗп кăмăлне, пӗрлӗхне, фронтовиксемпе тыл ӗҫченӗсен ҫирӗплӗхне тата тăрăшулăхне пула, Тӑван çӗршывăн ирӗклӗхне сыхласа хӑварма, этемлӗхе фашистсен чуралӑхӗнчен хӑтарма май пулчӗ. 

Ҫӗпрел районӗнчен фронта 14 пин ҫын фронта кайнӑ, вӗсенчен ҫурринчен ытларахăшӗ вăрçă хирӗнче пуҫӗсене хучӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынă кунсенче Çӗпрел ҫыннисем Раҫҫей Федерацийӗн нумай нациллӗ халӑхӗпе пӗрле пирӗн патшалӑх интересӗсене, унӑн хӑрушсӑрлӑхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ, хӑйсен ҫар тивӗҫне чыслӑн, хӑш чухне хӑйсен пурнӑҫ хакӗпе те пурнӑҫлаҫҫӗ.

Совет салтакӗсен пат-тӑрлӑхне, тыл ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ тăвассишӗн хăйсене шеллемесӗр тăрăшса ӗçлени çинчен астăвăма малашне те ӑруран ӑрӑва парса пыни питӗ паха.

Хисеплӗ ветерансем, вӑрҫӑ ачисем-тыл ӗҫченӗсем! Тӑван çӗршывшӑн кӗрешӳ пынă ҫулсенче кăтартнă паттӑрлӑхăршӑн, çирӗп кăмăлăршăн, мирлӗ пурнӑҫра тăрăшуллă ӗҫӗршӗн, Тӑван ҫӗршыва юратнӑшӑн тата паянхи ҫутӑ пурнӑҫшӑн сире тав тӑватпӑр. Никамăн та, нихăҫан та хăрушă вӑрҫӑ илсе килнӗ инкеке манма ирӗк çук. Сире ҫирӗп сывлӑх, хавхалану тата çывăх çыннăрсем тимлӗхне туйса пурăнма сунатпӑр.

Пурнӑҫăмăр тăнăç, кунсем уяр, кăмăлсем яланах савӑнӑҫлӑ пулччӑр.

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев