Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Марат Ахметов килчӗ

Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Марат Ахметов Ҫӗпрел районне ӗç визичӗпе  килчӗ. Ăна район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кӗтсе илчӗ тата ăсатса çӳрерӗ.

 Марат Ахметов чи малтан районти Культура çуртӗнче район активӗпе тӗл пулчӗ. Культура çурчӗн фойинче «Ак калфак» тутар хӗрарăмӗсен организацийӗн районти уйрăмӗ курав хатӗрленӗччӗ. Уйрăмăн ертӳçи Гульфия Яфизова тутар чӗлхине сыхлас тата аталантарас енӗпе комисси ертӳçи умӗнче чăн тутар чӗлхипе курав материалӗсем çинчен каласа пачӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗлпулу вăхăтӗнчи калаçăвăн нумай пайне тутар чӗлхипе илсе пычӗ Марат Ахматов. Хăна республикăри лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн тӗлпулура хутшăнакансен шухăшӗсене, сӗнӗвӗсене итлеме хатӗр пулнине каларӗ. Паллă ӗнтӗ, ял хуçалăх районӗ пулсан, хăна ӗлӗкхи ял хуçалăх министрӗ пулнипе-и, ыйтусене те аграристсем пачӗç. Барис Гафуров çакăн пек типӗ çулта та мӗншӗн пирӗн района «Çул типӗ килнӗ районсен списокне» кӗртменнипе интересленчӗ. Равиль Бикчуров вара Аслă Чăнлăсем Тутарстан çыннисем пулнă май хăй ялӗсене республика çулӗсем урлă мар, Ульяновск облаçӗ урлă çӳрени çинчен калаçрӗ. Проекчӗ пулнă Аслă Чăнлă – Кӗçӗн Чăнлă çулне тума пуçласанах пулăшу кирлӗ пуласси çинчен пӗлтерчӗ. Марат Ахматов ыйтусене итленӗ май, татса памалли çул-йӗрсене шырасси çинчен пӗлтерчӗ. Тӗлпулу вӗçӗнче Марат Ахметов тата Марат Гафаров кăтартуллă ӗçӗсемшӗн хăш-пӗр район çыннисене патшалăх парнисене те пачӗç.

Юлашкинчен хисеплӗ хăна Упи ял тăрăхӗнче, Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗнче пулса, унта наци традицийӗсене сыхлас тата ӳстерес енӗпе пурнăçланакан ӗçсемпе паллашрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев