Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Манмăпăр сана, Денис!

Ҫӗпрел районӗ ятарлă операци вӑхӑтӗнче вилнӗ Раççей гвардийӗн капитанӗпе сывпуллашрӗ

Кивӗ Йӗлмел ялӗнче Раҫҫей гвардийӗн капитанне Денис Петрова юлашки çула ăсатмалли мероприяти пулчӗ. Капитан Денис Петров разведка ротин командирӗ пулнӑ.

Ентешӗмӗре юлашки ҫула ӑсатма ял ҫыннисем, район администрацийӗн, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен  ҫар комиссарӗ, Денис службӑра тӑнă ҫар чаҫӗн представителӗсем,  воин-интернационалистсем, тусӗсем, пӗр класра вӗреннисем, вӗрентекенсем, районти организацисемпе предприятисен представителӗсем килчӗҫ.

Хуйхăллă митинга Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уҫрӗ.

– Денис Петров, Тăван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуç хучӗ. Ентешӗмӗре ҫухатма пирӗншӗн питӗ йывӑр, унăн çутă сăнарӗ чӗресенче ӗмӗр упранӗ, – терӗ вӑл.

Генерал-майорӗ  Рустам Гумаров Денис Петров хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине палӑртса иртрӗ.

– Эпир хăюллă çар çыннине, Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн ывӑлне ҫухатрӑмӑр. Денис ҫар тивӗҫне тивӗҫлипе пурнӑҫларӗ. Вӑл чи кӑткӑс лару-тӑрура тӗрӗс решени йышӑнакан чӑн-чӑн командирччӗ. Пӗрле служить тӑвакансен асӗнче вӑл лайӑх енчен ҫеҫ асра юлӗ. Героя ӗмӗр-ӗмӗр Мухтав, – терӗ вӑл.

– Тӗрӗссипе каласан, калаçма питӗ йывăр. Ку пирӗншӗн питӗ йывӑр хуйхӑ. Командир пулнисӗр пуҫне, эпир ӑна уҫӑ кӑмӑллӑ, яланах пулăшма хатӗр çын, юлташ пулнă май аса илетпӗр. Чуну çăтмахра пултăр, – тесе хуйхине пӗрле пайланине пӗлтерчӗ Денис службăра тăракан ҫар чаҫӗн представителӗ Владимир Ткачев.

Реклама

Денис пӗлӳ панă вӗрентекенсем Лариса Фадеевапа Флера  Хисметова вӑл паян патриот, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗç.

– Пирӗншӗн, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрушӑн, чӑн-чӑн тӗслӗх пулса тӑрать. Тӗп професси уншӑн – Тӑван çӗршыва хӳтӗлесси пулчӗ. Командир пахалӑхӗсем унăн характерӗнче ача чухнех палăратчӗç. Шкулта кирек мӗнле мероприяти иртсен те, вӑл яланах савӑнӑҫлӑ, хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн яваплӑха туякан, яланах малти ретре пулчӗ. Унăн кашни ӗçре хăйӗн шухăшӗ пурччӗ. Дениспа юнашар никам та лӑпкӑн ларма пултараймарӗ, хӑйӗн энергийӗпе хăй патне  явăçтарчӗ. «Манӑн герой пулас килет, паттăрла ӗҫсем тӑвас килет, анчах та, вăрçăсем çук», –  тетчӗ вӑл. «Мирлӗ пурнӑҫра та паттӑрла ӗҫ тума пулать вӗт», – тесе каланине хирӗç: «Ку вăл пачах темле урӑхла япала: ку пурнӑҫ йӗрки ҫеҫ. Паттӑрлӑх вӑл – хăвăн пурнӑҫна шеллеменни», – тесе каланисем аса килеҫҫӗ паян та. Хӑюллӑ, хӑйне хӑй ҫирӗп тытакан Денисшăн, урӑх професси пулма та пултарайман пулӗ. Ҫакӑншăн Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗ аслашшӗсен паттӑрлӑхӗ те стимул пулса тăнă пулӗ. Çапла пулса тăчӗ те, хӑйӗн пурнӑҫӗн хакӗпе ҫутӑ пурнӑҫшӑн кӗрешрӗ. Чӑн-чӑн Герой пулса юлчӗ. Унпа пӗрле службăра тăракансем ҫак ҫула малалла тӑсасса шанатӑп. Эпир унпа яланах мăнаçланăпăр, – терӗ Кивӗ Йӗлмел ялӗнче вунӑ ҫула яхӑн пӗлӳ панă, Денисӑн юратнӑ вӗрентекенӗ Флера Хисметова.

Справка

Денис Петров 1991 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче Кивӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи шкулта вӗренет. Вӑтам пӗлӳ илни çинчен аттестата 2009 ҫулта Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре илет.  Саратоври  çар институтне вӗренме кӗрет. Ҫак вӗренӳ заведенийӗнчен 2014 ҫулта лейтенант званийӗнче, ҫар юрисчӗн специальноçӗ илсе тухать. 2014 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Грознӑй хулин 46-мӗш оперативлӑ бригадинче взвод командирӗ пулса службăра тăрать. 2016 ҫулхине 24 ҫулта краплă берет çӗнсе илет. (Ред. краплă берет – чи кӑткӑс тӗрӗслевсем иртнӗ тата чи лайӑххисен списокӗнче вырӑн йышӑннӑ ҫар палли).

2016 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен рота командирӗн çумӗ пулнӑ. Новосибирск хулинче квалификацине ӳстерет.  2020 ҫултан пуҫласа хальхи вӑхӑтчен Моздок хулинче служить тăвать. 2021 ҫулта Сирире пулса таврăнать. Кӑҫалхи февраль уйӑхӗнчен пуҫласа Украинӑра ятарлă операцире хутшӑнма пуçлать. 

Наградӑсемпе медалӗсем: «Ҫурҫӗр Кавказра службӑра тӑнӑшӑн», «N-мӗш ҫар чаҫне – 35 ҫул», «N-мӗш разведка роти йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнӗ ятпа асăну медалӗ».

Денисӑн мăшăрӗпе икӗ ачи тăлăха юлчӗç, кӗҫӗннине пурӗ те виҫӗ уйӑх ҫеҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев