Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кӗрешӳ енӗпе турнир

Çӗнтерӳçӗ титулӗшӗн 70 ытла кӗрешӳçӗ вăй виçрӗ

Матак вӑтам шкулӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттăрлăх кăтартса Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗçнӗ Семен Артемьевич Уганина асӑнса, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулхи юбилейне халалласа XXII регинсем хушшинчи уҫӑ турнир иртрӗ.

Турнирта Нижний Новгорол облаҫӗнчи Сергач хулинчен, Чӑваш Республикинчен тата районти шкулсенчен командӑсем хутшӑнчӗç. Ҫав кун кавир ҫинче 70 ытла çамрăк кӗрешӳҫӗ вăй виçрӗ.

Ӑмӑртусем пуҫланас умӗн Матак вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра виҫӗ чӗлхепе: тутарла, вырӑсла тата чӑвашла юрларӗҫ. Турнирта хутшӑнакансемпе хӑнасем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хунисене асӑнса пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Турнира уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин çак мероприятие йӗркелекенсене тав турӗ, ҫамрӑк спортсменсене пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Ентешӗмӗр Николай Угаслов, Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов, Матак вӑтам шкулӗн директорӗ Марина Ермолаева та ҫамрӑк спортсменсене сывлӑх, илемлӗ кӗрешӳ сунчӗç.

Кӗрешекенсем 12 виҫе категорийӗнче вăй виçрӗç тата хӗрсем хушшинче те кӗрешӗве уйрӑммăн йӗркелерӗç. Унтан тӗрлӗ виҫе категорийӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗç.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ ҫамрӑк спортсменсене Дипломсем, медальсем, кубоксем пачӗç.
Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн асăнмалăх парнине — велосипеда Матак вӑтам шкулӗн çамрăк кӗрешӳçи Арсений Ушаков тивӗçлӗ пулчӗ.

Турнирăн спонсорӗсем — Николай Угаслов, Альберт Низамов тата Ильдар Айметов пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев