Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Хӗрарăм – кил вучахӗн управçи

Хӗрарӑмӑн пӗтӗм илемлӗхӗ, çепӗçлӗхӗ  –  анне пулнинче

Гулия Рамисовна Нуртдинова Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулне вӗçленӗ  хыҫҫӑн, Хусан хулинчи  колледжра вӗренсе, ятарлӑ пӗлӳ илет тата тӑван ене таврӑнать.

Çамрӑк специалист район центрӗнчи «Сказка» ача садне воспитатель пулса ӗçе вырнаҫать. Пӗлӗвне  тата та ӳстерес тӗллевпе Хусанти инноваци университечӗн (КИУ) шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан уйрӑмне     куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет, вӗренӳпе ӗҫе пӗрле илсе пырать.

Ҫӗнӗ Çӗпрел ялӗн каччипе Айнур Айратовичпа  ҫемье ҫавӑрса яраҫҫӗ вӗсем. 2020 ҫулта çамрӑк ҫемьене туллилентерсе, ывăлӗ Радель ҫуралать. Хальхи вӑхӑтра Гулия декрет отпускӗнче, ачине пăхать. Мӑшӑрӗ Айнур вара «КамАЗ» автомобильпе аякри ҫулсем çинче тавар, тырӑ, тӗрлӗ йышши çăк турттарать.

Ҫамрӑк ҫемье Айнурăн ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурӑнать. Пӗрле кил-ҫуртне килӗшӳллӗн оборудованиленӗ. Килте ачисемшӗн те, хӑйсемшӗн те мӗнпур условисем тума тӑрӑшнӑ. Аслашшӗпе асламӑшӗ мӑнукӗсемпе чунтан савӑнаҫҫӗ. Кунта виçӗ ӑру представителӗсем: аслисем, çамрăксем, Радель пӗр-пӗрне ӑнланса, лайăх пурӑнаҫҫӗ.

Гулия: – Пире 50 пин тенкӗ укçа та пачӗç. 25 çула çитиччен çемье çавăрса, ача çуратнăшăн тесе ăнлантарчӗç. Çак укҫапа коляска  тата ача валли кирлӗ пулакан ытти япаласем илтӗмӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев