Кашнийӗншӗн хӑйӗн тăван енӗ илемлӗ
Искусство тӗнчинче
Ҫак ятпа районти ачасен искусство çуртӗнче Наталия Нагорнован уйрăм куравӗ ӗçлеме пуçларӗ.
Экспозицие курма килекенсене ҫак кун живопиҫре хӑйне евӗрлӗ техника тата лайӑх кăмăл-туйăм çавăрса илчӗ.
Курава Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен тата архивсен ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Ен художникӗсен союзӗ тата Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Наталия Нагорнова хӑйӗн ӗҫӗнче Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑкӗн илемне, унӑн анлӑ тавралӑхне, йӑли-йӗркине, ӑс-хакӑл еткерлӗхне сӑнарланӑ. Унӑн кашни творчестви килӗшӳлӗхпе, хавхаланупа тулли.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов саламлӑ сӑмах тухса каларӗ. Вӑл художника пултарулӑхӗнче ăнăçусем тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗ. Район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине, парнесем пачӗ.
Ача-пӑча искусство шкулӗн преподавателӗсем те Наталия Нагорнован ӗҫӗсен эмоцилӗхне, картинӑсенче тӗрлӗ енсене ăста палӑртнине тата ахаль сӑнарсем çӗнӗлле, уҫҫӑн пулнине палӑртрӗҫ.
Художник хӑй те картинӑсен творчествăлла историйӗ, творчествăри планӗсем ҫинчен каласа пачӗ, ӑшӑ тӗлпулушӑн пурне те тав турӗ. Унӑн мӑшӑрӗ — Чӑваш халӑх художникӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Нагорнов ӑна мӗнле пулӑшни, композици енӗпе канашсем пани ҫинчен каласа пачӗ.
Справка
Наталия Юрьевна Нагорнова Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ачаранпах ӳкерчӗксем тăвассипе интересленсе ӳснӗ. Искусство шкулне, искусство училищине тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ.
Тӗрлӗ техника пулăшнипе: акварельпе, гуашьпе ӳкерет. Шупашкарти 1 номерлӗ ачасен художество шкулӗнче вӗрентнӗ, унӑн вӗренекенӗсем — тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем. Районти экспозици 2025 ҫулхи июнь уйӑхӗ вӗҫленичченех ӗҫлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев