Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Герой тăванӗсем çинчен çырчӗç

Пултарулăх конкурсӗ

«Туган як» — «Тăван ен» хаçат редакцийӗнче конкурс пӗлтернӗччӗ. Çавна май икӗ уйăх тăршшӗ районти шкулсенчен 5-11 классенче вӗренекенсем хӑйсен фронтовик тăванӗсем ҫинчен ҫырса ячӗç. 

Конкурсăн тӗллевӗ — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗсене асра тытасси, мирлӗ пурнăçшăн кӗрешнӗ асаттесемпе аттесен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа парасси.

Чӑн пулăмсемпе, ҫемье асаилӗвӗсемпе, архив докуменчӗсемпе, фотографисемпе никӗсленнӗ ӗҫсене тутарла, вырӑсла тата чӑвашла йышӑннӑччӗ. Ярса панӑ статьясем, «Туган як» — «Тăван ен» хаҫатсен страницисенче тата сайтсенче пичетленсе тухрӗç.

Конкурс пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх чи лайӑх эссесен авторӗсем I, II тата III степеньлӗ Дипломсем, ҫавӑн пекех, редакцирен асăнмалăх парнесем илчӗç.

Ҫӗнтерӳҫӗсем: Елизавета Гавриловапа Чулпан Бельдичкова (1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ), Ислам Ибрагимов (Кӗçӗн Чăнлă), Риана Маллямова тата Ильзат Мухаметзянов (Шланка), Алия Вильданова (Кивӗ Ишлӗ), Риаз Багаутдинов (Аслă Чăнлă). пулса тӑчӗҫ (ӳкерчӗкре).

Ҫӗнтерӳҫӗсене салам-латпӑр, хутшӑнакансене пурне те тав тӑватпӑр! Малашне те сире пултарулăх ăнăçăвӗсем сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев