Футбол вăййинче
«Алтын» спорт комплексӗнче Марат Салахова халалланӑ, арçынсем хушшинче мини-футбол енӗпе уçă район турнирӗ иртрӗ.
Турнир пуҫланас умӗн районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, Марат Салаховăн хӗрӗ Энже тата Ринат Салахов футболистсемпе вăй парса тăракансене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламларӗҫ, командӑсене вăйăра ăнăçу сунчӗҫ.
— Футболистсем ҫулсеренех ҫак турнира кăмăлласах хутшӑнаҫҫӗ. Марат Салахов пек спортсменсене манманшӑн тавтапуҫ сире, — терӗ Рустам Мухаметзянов.
Унтан вӑл Марат Салаховăн хӗрне Энжене асӑнмалӑх парне пачӗ.
Руслан Вильданов Марат Салаховӑн мухтавлă спорт ҫулӗ ҫинчен калаçрӗ, вӑл паллă спортсмен пулнине, футболла тата хоккейла лайӑх вылянине, ҫав ҫулсенче районти ҫамрӑк футболистсем ял районӗсем хушшинче Тутарстан Республикин чемпионӗ пулса тӑнине те палăртса иртрӗ.
Турнира 8 команда хутшӑнчӗ. Командӑсем 2 ушкӑна уйрăлса вылярӗç, юлашкинчен 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсемшӗн финал вӑййисем иртрӗç.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх район чемпионӗн ятне «Интернационал» (Кивӗ Ҫӗпрел) команди тивӗçлӗ пулчӗ, «Çӗпрел» (Чӑваш Ҫӗпрел) команди — 2-мӗш, Çӗнӗ Йӗлмел команди 3-мӗш вырăна йышӑнчӗç.
Вӑйӑ вӗҫӗнче, çаплах, чи лайӑх вылякансем те палӑрчӗҫ. «Чи лайӑх вӑйӑçă тата тапӑнакан» ятне Адель Сафин тивӗçлӗ пулчӗ, «Чи лайӑх хапхаçă» пулса Петр Алексеев палăрчӗ, Дмитрий Лянкин «Чи лайӑх хӳтӗлекен» пулса тӑчӗ.
Приз 1, 2, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ мӗнпур командӑсене грамотӑсем, медальсем, укҫа-тенкӗ парнисем тата кубоксем, чи лайӑх вылякансене те грамотӑсемпе парнесем пачӗç.
Призерсемпе чи лайӑх вылякансене Рустам Мухаметзяновпа Руслан Вильданов парнелерӗҫ.
Футболистсем ӑмӑртусене пысӑк шайра йӗркеленине тата ирттеренине, ҫулсерен Аслӑ Çӗнтерӳ кунӗнче иртекен малашнехи турнирсене те хутшӑнас кӑмӑл пулнине палӑртрӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев