Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Çӗнӗ ноутбуксем илчӗç

Педагогсене хальхи компьютер техникине пачӗç

 

Тутарстан Республикин Цифра аталанӑвӗн тата Çутӗç министерствин финанс пулӑшӑвӗпе Çӗпрелӗн педагогӗсем 200 ҫӗнӗ ноутбук илчӗç.

Ноутбуксене хуçисене парасси Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче савăнăçлă лару-тăрура иртрӗ. Мероприятие шкулсен директорӗсене чӗннӗччӗ. Ноутбуксене район пуçлăхӗ Марат Гафаров пачӗ. Шкул директорӗсемпе тӗлпулура район прокурорӗ Олег Гайнутдинов та хутшӑнчӗ.

– Педагог тата наставник çулталӑкӗн шайӗнче республикӑра вӗрентекенсене тулли шайра ноутбукпа тивӗҫтермелли программа старт илчӗ. Педагогсене тав тăватăп, ҫак çӗнӗ техника вӗсен ӗҫне кăштах ҫӑмӑлтарах тӑвасса ӗмӗтленетӗп, – терӗ Марат Гафаров мероприяти вăхăтӗнче.

Олег Гайнутдинов та çӗнӗ техника пӗлӳ памалли пахалӑха пысӑкрах шайа ҫӗклеме май парӗ, тесе пӗлтерчӗ тата пулас ăрăва воспитани паракансене ӗçӗсенче ăнăçусем сунчӗ.

Çутӗç пайӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, районта пурӗ 500 ытла вӗрентекен ӗҫлет, вӗсенчен 90 процентне кӑҫал ҫӗнӗ ноутбуксемпе тивӗҫтерӗç.

– Гульназ Шарафутдинова, Марс вăтам шкулӗн директорӗ:

– Вӗрентекенсен-педагогсен ӗçне Правительство яланах тимлӗхе илет. Вӗрентекен вӗт вăл çӗршывăн аталанăвне пай кӗртекен çамрăк ăрăва пӗлӳпе воспитани парать. Çак ноутбуксемпе пӗлӳ парас процессра усă курӗç. Мӗншӗн тесен вӗрентекенсен ӗçӗсен нумай пайне те цифрăлатрӗç, урăхла каласан, компьютер техникипе усă курнипе пурнăçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев