Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Çамрӑксен центрӗ» уçăлӗ

Района Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков ӗçлӗ визитпа килсе кайрӗ

Район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле министр Шкул урамӗнче вырнаçнă, ӗлӗкхи Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн зданине кайса пăхрӗç. Ăна малашне ҫамрӑксен центрӗ валли юсаса ҫӗнетӗҫ.

– Районта ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерствине пӑхӑнса тӑракан «Форпост», «Чайка» лагерь, «Созидание» ҫамрӑксен клубӗ пур. Анчах ҫак организацисем кӑна ҫамрӑксен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерсе пӗтерме пултараймаҫҫӗ. Вӗсене тӗл пулма, калаҫма, сӳтсе явма меллӗ вырӑн кирлӗ. Район ертӳçисен тӗллевӗ те ҫамрӑксемшӗн  çак здание юсаса çӗнетесси, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, малашлӑх планӗсемпе паллаштарса.

Ертӳçӗсем ҫамрӑксен центрӗ мӗнле пулассине, финанс пулăшăвӗ мӗн чухлӗ кирлӗ пулассине  сӳтсе яврӗç. Ринат Садыков çавна май:

– Районсенче ҫамрӑксен центрӗсем тăвасси кăна тӗллев мар. Çак центрсенче çамрăксем пулчăрччӗ. Вӗсем тӗл пулччӑр, калаҫчӑр, мероприятисем ирттерччӗр, пӗр сӑмахпа каласан, районти ҫамрӑксем тулли пурнӑҫпа пурӑнччăр, текен тӗллеве шута илетпӗр. Центрта пӗчӗккӗ ачасем валли те вăйă, тӗрлӗ çул-йӗр енӗпе спорт лаптăкӗсем тумалла пулӗ. Мӗншӗн тесен çемьесем çавăрнă çамрăксем те пур вӗт, – терӗ вăл çамрăксене хăйсене те идейăсем пӗлтерме сӗнсе.

Çак кун министр «Созидание» çамрăксен клубӗнче районăн активлă, талантлă ҫамрӑкӗсемпе хăй те тӗл пулчӗ. Тӗлпулу ыйту-хурав, калаҫу форматӗнче иртрӗ.

Районти ҫамрӑксене Ринат Садыковӑн хăйӗн пурнӑҫӗ те, ӗçӗсем те, министр пулнă май, унӑн çӗнӗ ӗçӗ-хӗлӗ те, паянхи яш-кӗрӗм валли правительство мӗнле программӑсем, проектсем туса хатӗрлени те интереслентерчӗ. Паллах, вӑл ҫак ыйтусем çине кăмăлтан хуравларӗ.

– Республикăра ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраççӗ. Тӗрлӗ программӑсем, грантсен системи ӗҫлет, пурӑнмалли ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама майсем туса парăнаççӗ.  Ҫаксем пурте малалла та тӑсӑлӗҫ, паллах, ҫӗнӗ проектсем палӑртӗҫ. Çамрӑксемпе пӗр утӑмра пуласси, вӗсен кирлӗлӗхӗсене хуравласси – пирӗн тивӗç, – тесе палӑртрӗ Ринат Садыков тӗлпулу вăхăтӗнче.

Тӗлпулу вӗçӗнче Ринат Садыков Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи ҫамрӑксен, спорт тата туризм ӗçӗсен уйрӑмне (ертӳҫи Руслан Вильданов) ҫамрӑксемшӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗр программисене пурнӑҫлас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн Тав ҫырӑвӗ пачӗ.

Малалла тăсса

Паянхи кун тӗлне Тутарстанра 1 миллион та 72 пин ҫамрӑк пурӑнать.

Çӗпрел районӗнче 14-35 çулсенчи çамрăксен шучӗ  – 5439.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев