«Амосовецсем» судан курӑкӗ акаҫҫӗ
Тӑпрара нӳрӗк пулсан
Паянхи кун районти хуҫалӑхсемпе обществӑсенче тырӑ тата техника культурисене акасси малалла тӑсӑлать.
«А. Н. Амосов» хресчен-фермер хуҫалӑхне илес пулсан, «Т-150» тракторпа Дмитрий Алексеев тулӑ вӑрлӑхне акать, Дмитрий Молгачев «К-700» тракторпа ҫӗре культивацилет, Петр Албутов вара «МТЗ-1221» тракторпа катоклать. Кӑҫал хуҫалӑхра тулӑ 250 гектарти лаптăка йышӑнӗ. 300 гектар — урпа, 65 гектар люцера акнă. 80 гектар ҫинче — кукуруза, 200 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш ӳстерӗç, 70 гектар ҫинче — судан курӑкӗ. Фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Алексей Амосов каланӑ тӑрӑх, судан курӑкӗ белокпа питӗ пуян, вӗсем ӑна сенажа хурӗç.
Шоферсем Дмитрий Афиногентовпа Виктор Великанов çур аки валли удобренисемпе вӑрлӑха вӑхӑтра кӳрсе тăраççӗ. Николай Макаркин вара удобренипе вӑрлӑха ака агрегатне ярса тăрать.
— Хӗвеллӗ, уяр ҫанталӑкпа май килнӗ таран усӑ курса юлма тӑрӑшатпӑр. Çуса иртнӗ ҫумӑрсем кӑштах ӗҫе чарса тӑчӗç пулин те, тӑпрара нӳрӗк пулнă чухне акана оптималлӑ срокра вӗҫлеме шутлатпăр, — тет Алексей Амосов.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен майӑн 5-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, районта пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене 21710 гектар çине акнӑ. Ҫакӑ пӗтӗм лаптӑксен 50,9 процентне тӳрӗ килет.
Ҫурхи тулӑ вӑрлӑхӗ 5028 гектар, урпа — 6248 гектар, сӗлӗ — 407 гектар, пӑрҫа — 396 гектар, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ — 790 гектар ҫинче акăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев