Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Алешкин-Саплăк ялӗнче «Подвигу жить в веках» ятлă çарпа ӗҫ мухтавӗн музейӗ уҫăлчӗ

Музейре Тӑван çӗршывӑмăрăн пуян историйӗ пухăннă.

Музее йӗркелес ӗҫ тахҫанах пуҫланнӑ. Унӑн пуҫаруçисем – Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗн этнографи музейӗн никӗслевҫисем Петр Максимов тата Чӑваш этнокультурăн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, таврапӗлӳҫӗ, нумай кӗнеке авторӗ Валентин Макаров пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех, музей çуртне туса хурас ӗҫре ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, ентешӗмӗр, Тутарстанри экологи министрӗ Александр Шадриков та пысӑк тăрăшулăх хунă.

Музей ҫӗнӗрен юсаса ҫӗнетнӗ ялти Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ. Ăна уçнă çӗрте Александр Шадриков, Тутарстан Республикин Архив ӗçӗсен патшалӑх комитечӗн ертӳçи Гульнара Габдрахманова, ентешӗмӗр, «ТУС» обществӑн генеральнӑй директорӗ Николай Угаслов, районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов хутшӑнчӗç. Мероприятие Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗн коллективӗ, ял ҫыннисем те килнӗччӗ.

Мероприятие уҫнӑ май, Александр Шадриков, пирӗн хамӑрăн историе манмалла маррине палӑртрӗ.

– Ҫак музейре эпир хамӑр халӑхӑн йӑлисене, уйрăммăн илсен, ҫак Алешкин-Саплӑк ял тăрăхӗнче пурӑнакансен кулленхи пурнăçне, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене куратпӑр. «Хамӑрӑн Кӗçӗн Тӑван ҫӗршывăмăра ура çине тӑратсан, Аслӑ Раççее çирӗплететпӗр» текен каларӑш пур. Тӑван çӗршыв пире мӗнле ăс-тăн хаклӑхӗсем парнеленине яланах асра тытмалла, ҫавна хирӗҫ эпир ӑна хамӑр ырӑ ӗҫсемпе чыслама тивӗçлӗ.

– Çӗршывра кăçал Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейне уявлас умӗн ял халăхне ҫакӑн пек хакласа пӗтерейми еткерлӗх парнелени пысӑк чыс. Ҫак музее йӗркелекенсене, истори астăвăмӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн пухакансене пысӑк тав. Пирӗн халӑхӑн историйӗ пуян. Ӑна ҫухатманни тата ҫакӑн пек тулли композици туса хурасси –ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах хаклӑ пулӗ. Музее малашне те çар астăвăмӗсемпе, халӑхӑн тăрăшуллă экспозицийӗсемпе туллилентерме сунатӑп, – терӗ ТР Архив ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн ертӳçи Гульнара Габдрахманова.

Хутшӑнакансене енте-шӗмӗр Николай Угаслов та саламларӗ. «Пирӗн урӑх ҫул ҫук  – иртнине пӗлменни, малашлăха та пӗлмӗ», – терӗ вӑл.

Мероприяти шайӗнче патшалӑх наградисене: В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин-Саплӑк вӑтам шкулӗн коллективне тутарстан Республикин Архив ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн Тавне, çавӑн пекех, Ирина Антонована, Надежда Журавлевана, Аминат Степанована, Кристина Максимована Тутарстан Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисене пачӗç.

Мероприятие хутшӑнакансем, хӗрлӗ хӑюсене касса музее уçнă хыççăн, экскурсие иртрӗç. Ҫак кун кашни хӑйӗн аслашшӗсен, ашшӗсен астăвăмне тепӗр хут çӗнетме, уникаллă экспонатсене: халӑхăн кулленхи йăлари япалисене, тӗрлӗ ҫулсенчи инвентарьсене, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин экспозицийӗсене, капӑрлатнӑ стендсене, парнесене тата ытти нумай япаласене курма пултарчӗ.

Музей иккӗмӗш хутра вырнаçнă. Пӗрремӗш хутӗнче ҫак вырӑнта пурӑнакан тутарсемпе чӑвашсен кулленхи йăлари япалисене пуҫтарнӑ пулсан, иккӗмӗш хутра ҫар ҫулӗсен историйӗ, Афганистанра, Чечняра тата ятарлӑ ҫар операцийӗ пулса иртекен пулăмсем валли вырӑн уйӑрнӑ.

Кунта Совет патшалăх деятелӗ, СССР авиаци промышленноҫӗн министрӗ, генерал-полковник-инженер, икӗ хутчен  Социализмла Ӗҫ Геройӗ, тӑхӑр хутчен Ленин орденӗн кавалерӗ, Сталин премийӗн лауреачӗ Петр Васильевич Дементьев уйрӑм вырӑн йышăнса тăрать. Тутарстан Республикинчи авиаци промышленноҫне аталантарма та вӑл нумай ӗçсем тунă.

Петр Васильевич Дементьев Чӗмпӗр губернийӗн Пăва уезӗн (хальхи вăхăтра – Тутарстан Республикин Çӗпрел районӗ) Упи вулăсӗнчи  Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралнă.

Ӗҫ çулне Петр Дементьев 1922 ҫулта рядовой рабочи пулнă май пуҫласа ярать. 1934-1941 ҫулсенче Мускаври 81 номерлӗ авиаци завочӗн цех начальникӗ пулса ӗҫлет, 1-мӗш патшалӑх авиаци завочӗн (Мускаври самолетсем тӑвакан заводӑн) главный инженерӗ тата директорӗ пулма палăртаççӗ.

1941 ҫулта вăл СССР Авиаци промышленноҫӗн халăх комиссарӗн (1946 ҫултан – министрӑн) пӗрремӗш çумӗ пулса тăрать, ку ӗҫре вӑл 1953 ҫулччен ӗҫлет. 1953 ҫулхи август уйӑхӗнче СССР Авиаци промышленноҫӗн министрӗ пулма палăртаççӗ, совет авиапромӗн пуçлăхӗнче чӗрӗк ӗмӗре яхӑн, 1977 ҫулччен, мӗн виличчен тӑрать.  

Музейре Петр Дементьевӑн питӗ нумай архив докуменчӗсем, ҫавӑн пекех, унӑн орденӗсемпе кителӗ вырăн илнӗ. Малашне кунта вăл ӗçленӗ çулсенче кăларнă самолетсен макечӗсене пурне те вырнаçтарма та планлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев