Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялта çӗнӗ ФАП пулнăшăн савăнап

Эпӗ аслă çулсенче ӗнтӗ, часах 74 ҫул тулать.

Ӗмӗр тăршшӗпех ялта пурӑнтăм, ҫак çулсен хушшинче тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлама тӳрӗ килчӗ. Ҫамрӑк чухне чупса çӳретӗн вӗт, ватӑла пуçласан вара,  сывлӑх та хăйне систерме пуҫлать, час-часах врачсене «аса илетӗн».

Ӗлӗкхи ҫулсенче фельдшерпа акушер пункчӗ питӗ кивӗ зданире вырнаҫнӑччӗ, хӗлле, уйрӑмах сивӗ кунсенче, ӑшӑ та тăмастчӗ ӗнтӗ унта, условисем çинчен каласа та тăмастăп, шывӗ кӗмен-тухман, шыва пусăран витрепе ăсса кӗртетчӗç.

Иртнӗ ҫулсенче яла ҫӗнӗ ФАП тăваççӗ текен хыпара илтсен ял халăхӗ те, эпӗ те питӗ савӑнтăмăр. Туса пӗтерсе, 2020 çулта ăна усă курма та парсан, çакă пирӗншӗн икӗ хут уяв пулчӗ. Кунта пӳлӗмсем ҫутӑ, ӑшӑ, мӗнпур условисене те туса панă.Ялти фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Ирина Калмыкова та питӗ опытлӑ, пӗлӳллӗ фельдшер, чӑн-чӑн медсестра. Хӑҫан килсен те пире ӑшшӑн кӗтсе илет, юн пусӑмне виҫсе, кирлӗ канашӗсемпе яланах пулӑшать. Тав тăватпăр ăна.

Пире çакăн пек хăтлă фельдшерпа акушер зданине туса парас нумай вăй хунă район пуҫлӑхне Марат Гафарова, район пуҫлӑхӗн ҫумне Алексей Ярухина, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Александр Ярухина, районти  тӗп больницăн тӗп врачне Ильмас Шигабутдинова ял халăхӗн ятӗнчен тав тăватăп.

Галина Куракина, Кивӗ Упи ялӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев