Ячӗ ӗмӗрех асра
Хыпарсем

Ячӗ ӗмӗрех асра

Спорт

Дамир Давлетшинович Алимова (районăн паллă çынни. Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмне ертсе пычӗ. Шел, иртнӗ çул пурнăçран уйрăлса кайрӗ) халалласа волейбол енӗпе турнир иртрӗ. Унта «Луч», «Зенит» тата «Стрела» командӑсем хутшӑнчӗҫ.

Ӑмӑрту пуҫланас умӗн ветеран-спортсменсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Вӑл Дамир Давлетшинович района тата пенсионерсен хушшинче спорта аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртрӗ.

Спортри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Любовь Аттинана, Мансур Хайруллина тата Джаудат Хамдиева Ҫӗпрел районӗн 90 ҫулхи юбилей медальне пачӗ.

Раҫҫей Пенсионерӗсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова, ветеран-пенсионерсем Иршат Закиров, Мансур Хайруллин, Шамиль Федорова Дамир Алимовпа çыхăннă пулăмӗсене аса илчӗç.

Мероприятире, çаплах, Дамир Алимовăн ачисем, аппӑшӗ, тӑванӗсем тата ҫывӑх çыннисем хутшӑнчӗҫ. Хӗрӗсем Эльвирăпа Эльза турнирта хутшӑнакансене, çаплах, ашшӗне асăнса турнира йӗркелекенсене тав турӗҫ.

Ҫакна та палӑртмалла: турнир пӗрремӗш хут кăна иртрӗ пулин те, ӑна тивӗҫлӗ шайра йӗркеленӗччӗ.

Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Зенит» команда – пӗрремӗш, «Луч» команда – II вырӑн тата «Стрела» команда – III вырӑнсене йышӑнчӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене медальсем, кубоксемпе дипломсем пачӗç. Турнирӑн тӗп судйи Раиль Исхаков пулчӗ.


Нет комментариев