Хыпарсем

Хуçалăхсенче сахăр чӗкӗнтӗрӗ кăларма пуçăнчӗç

Районӗпе сахӑр чӗкӗнтӗрӗн культури 3500 гектар лаптӑка йышăнса тăрать. Паянхи кун тӗлне 2400 гектар лаптăк çинчен сахăр чӗкӗнтӗре чавса кăларнă.

 

Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, «Цильна», «Дементьев ячӗллӗ агрофирма» обществăсенче,  «Низамов», «Бикчуров» хресчен-фермер хуçалăхӗсенче чӗкӗнтӗр кăларас ӗçе пысăк шайра йӗркеленӗ. «Цильна» тата «Низамов» хуҫалӑхӗсенче тутлӑ тымарçимӗçӗн тухӑҫлӑхӗ те лайăх – гектартан 400 центнер ытла. Районта сахӑр чӗкӗнтӗрӗн пӗр гектара тӳрӗ килекен тухӑҫлӑхӗ 314 центнерпа танлашать.


Нет комментариев