Реклама
Хыпарсем
Хамăр ӳстернӗ арбуз тутлӑрах
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Гулия Шигапован пахчи кăнтăр çимӗçӗсемпе тулли
Пирте арбуз-дыня ӳсмеҫҫӗ, тесе калакансем йӑнӑшаҫҫӗ. Ӗлӗкрех пирӗн патăрта помидорпа пӑрӑҫ та ӳсмен, халӗ вӗсем те çимӗçӗсене параççӗ – вăрттăнлăхӗсене ҫеҫ асра тытмалла. Арбузпа, дыняпа та ҫавăн пекех.
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчи Гулия Шигапова кăçал авă арбузсенчен пуян тухăç илнӗ. Арбуз ӳстерме ăна ачисем, тӗрӗсрех каласан, хӗрӗ Гулюса тата кӗрӗвӗ Равиль пулăшнă иккен.
Гулюсапа Равиль Хусаиновсем хӑйсем Хусанта пурӑнаҫҫӗ. Анчах тӗп никӗсе, ялне манмаҫҫӗ. Амăшӗ патне – Аслă Чăнлă ялне час-часах килеççӗ, пахчара ӗҫлеме юратаҫҫӗ, хуçалăх ӗçӗсенче пулӑшаҫҫӗ. Гулия ханумăн хуçалăхӗ те пысăк: пилӗк ӗне, темиçе пăру, сурăхсем усрать пӗчченех! Унăн ирхинехи ӗçӗ тăватă сехетренех пуçланать.
– Мăшăрăм ҫул-йӗр-транспорт аварийӗнче вилнӗ хыҫҫӑн питӗ хуйхăртăм. Вӑл вахтӑпа, Мускава кайса ӗçлесе çӳрерӗ. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫаплах аслӑ ҫул ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхаттăм, таврăнать пек туйăнатчӗ. Унтан тата виҫӗ ачана ура ҫине тӑратмаллаччӗ. Турра тав, паянхи кун пурте ҫемьеллӗ, мӑнукăм та ҫуралчӗ. Манăн мăшăрăм та, эпӗ те – ҫак ял ҫыннисем, пӗрле пӗр класра вӗрентӗмӗр. Эпӗ тӗп çурта кин пулса килнӗренпех выльӑх-чӗрлӗх нумай усрарăмăр, хальхи вăхăтра эпӗ пӗччен пулин те, ӗҫсӗр тăма пултараймастӑп, – тесе калаçа-калаçа,пире ҫӗрулми, чӗкӗнтӗр, кавӑн плантацийӗсемпе паллаштарса çӳрерӗ Гулия аппа. Выльӑх-чӗрлӗхӗ кӗтӳреччӗ. «Акӑ эпӗ мотоблокпа ыхра кăларнă вырăна сухаласа пӑрахрӑм. Часах çӗнӗрен лартатăп», – тет вӑл. – Кишӗре, ыхрана кӗркунне акса хӑваратӑп. Ҫакна тӑвас пулсан, ҫуркунне калчасем нӳрпе тухаççӗ.
Гулий ханумӑн умӗнче те пахча пур. Унта вӑл улма-ҫырла тӗмӗсем, чечексем ӳстерет. Улма-ҫырларан варени, джемсем тӑвать. «Нимӗн те сутмастăп. Хӗл вӑрӑм вӗт, ачасене паратӑп, хам усӑ куратӑп. Вӗсем пахалӑхлӑ, нимӗнле химикатсӑр ӳснӗ вӗт», – тет.
Ваттисем калашле: «Кӗрӗвӗ те хунямăш тӑпринчен» – пахчара ӗҫлеме юратать» иккен. Темиçе çултанпа хӗрӗ Гулюса тата кӗрӗвӗ Равиль кавăн, арбуз вăрлăхӗсене акса, хӑйсен вӗсене Хусан хулинчи хваттерӗнче кăштах ӳстерсе яла илсе таврăнма пуçланă. Равилӗн те арбуз ӳстересси – унăн тахçанхи ӗмӗчӗ пулнă иккен.
– Кӑҫал ҫу пуçламăшӗ сулхӑн пулчӗ пулсан та, август уйăхӗ арбузсемшӗн лайăх тăчӗ, çавăнпа та тухăç пуян пулчӗ. Çулла ӗнтӗ ытларах арбузсене анне пăхрӗ, шыв сапрӗ. Ҫимӗҫ пуличчен, шыв нумай сапмалла. Арбузсем аван ӳсрӗç: чи пысӑк арбуз 8 килограмм таять. Иртнӗ çул вара, 11 килограмм таякан та пурччӗ. Пахчара ӳснӗ арбуз лавккаринчен тутлӑрах, – тет Гулюса.
Çак ӗçе вӗсем малашне те тăсасшăн. Унсӑр пуҫне, Гулюса тӗрлӗ курӑкран чӑн-чӑн супӑньпе шампунь хатӗрлессипе те интересленет иккен. Кун ҫинчен эсир унӑн ВКонтакте социаллă сетӗнче паллашма пултаратӑр.
Тутлӑ арбуз ҫитӗнтермелли вӑрттӑнлӑхсене пӗлесшӗн пултăмăр, вӗсем питӗ ансат пулчӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, арбуз вӑррине хӑйӑрлӑ тăпра çине лартмалла. Иккӗмӗшӗнчен, ҫимӗҫ пуличчен нумай шӑвармалла, ку ӗҫе юратса пурнӑҫламалла, тесе ăнлантарчӗç пире. Ҫакӑ ҫеҫ.
Кӑмӑл пулсан – пурне те çӗнсе илме пулать, теҫҫӗ Гулия ханумăн ачисем.
Канашсем
Тутлӑ арбуза мӗнле суйламалла?
Айтăр-ха, арбуза суйласа илмелли вăрттăнлăхсемпе те паллашар.
Арбуза суйланӑ чух, ӑна шаккаласа пӑхмалла. Унӑн сасси хуллен кăна илтӗнет пулсан, вӑл пиҫсе ҫитеймен-ха. Сассине танлаштарас тесе, тӗрлӗ виҫеллӗ темиҫе арбузăн «сассине» итлесе, янăравлине туянăр.
Пиҫсе ҫитнӗ арбуз хуппи тӗксӗм-симӗс, вӑл питӗ хытă, ӑна чӗрсе пăхма те май ҫук. Хуппи ҫинче ҫурӑлнӑ, лапчӑннӑ, кӑшт ҫӗрме пуҫланӑ вырăнсем пулсан, ӑна туянмасан авантарах.
10 килограмран ытла таякан арбуз туянма ан тӑрӑшӑр. Мӗн чухлӗ йывӑртарах, ҫавӑн чухлӗ тутлӑрах тенӗ сăмахсем, тӗрӗс мар. Ытла пысӑк арбуз ӗлкӗрсе ҫитмен, ăна химикатсемпе усӑ курса ӳстерме пултарнă.
Арбуз хӳрине пӑхма ан манӑр, вӑл типӗ пулсан, вӑл пиҫсе ҫитнине пӗлтерет.
Ҫул хӗрринче сутакан арбуза ан илӗр. Вӗсем шиклӗ: тивӗçлӗ экспертиза иртмен, йывӑр металсемпе тусана хăй çине илнӗ. Кунсӑр пуҫне тата ҫакна асӑрхӑр: арбуз хӗвел пайӑркисем ӳкесрен хӳтӗленӗ вырӑнсенче, ятарлă стеллажсем ҫинче упранма тивӗçлӗ. Арбузсем хӗвел ҫинче йӑваланса выртма тивӗçлӗ мар.
Арбуза касас умӗн ӑна тул енчен ӑшӑ супӑнь шывӗпе ҫуса тасатӑр. Ку вӑл микробсемпе бактерисенчен хăтăлма кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев