Вулакан пултарулăхӗ
Çăмафон
Пӗчӗкрен ӳсет хӗрача
Ыр кăмăллă пулса.
Пур ун лайăх тусӗсем,
Мăр-мăр ачаш кушаксем.
Вӗсене вăл юратать,
Ырă кун ялан сунать.
Вӗсемпе вăл йăпанать,
Вӗсемпе вăл калаçать.
Кирлӗ мар ăна айфон,
Пур ун ырă çăмафон.
Урок тума ларсассăн
Чупса çитет кушакки.
Урок тăвас евӗрле,
Тинкерет тетрадьсене,
Хӗрача йăл-йăл кулать.
Ачашлать кушаккине.
Урокне çăмăл тăвать.
Вăй панăнах çăмафон.
Тăваттă, пиллӗксем илет,
Çут тӗнчепе киленет.
Анне
Анне ăшши, ачаш алли
Чӗнет пире ытамне.
Чуна вăл лăпкăлăх кӳрет,
Ыратнисене ирттерет.
Анне кулли, ăш пил пани
Телейӗн алăкне уçать,
Сăн пит йăл кулăпа тулать.
Вӗçен кайăк чӗвӗлпи,
Юрлать савнă юррине.
Анне пурри çӗр çинче –
Кашни ачан ырлăхӗ,
Кашни ачан телейӗ.
Алевтина Аббязова,
Кивӗ Тăваньел.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев