Пётр Мулеев
Кушак
Ялан çынпа пĕрле
Пурăнатăр хĕпĕртесе.
Сирĕн çăмăр çемçе
Çавăнпа юратаççĕ сире.
Хĕлле сивĕ чухне
Эсир ăшă пӳртре.
Мăр-мăр сасăпа
Выртатăр кăмака çинче.
Пӳлĕмре ырă шăршă тухсан,
Вăранатăр тутлă ыйхăран.
Сикетĕр кăмака çинчен,
Пăхатăр çынна куçĕнчен.
Çемье апатра чухне
Ларатăр сĕтел айĕнче.
Кĕтетĕр апат парасса,
Туятăр çимелли ӳкессе.
Çимелли илеймесен кĕтсе,
Сасă кăларатăр пӳлĕмре.
Тутлине памасан вара,
Пăхатăр сĕтел çине хăпарма.
Эсир пуррине сиссе,
Шăшисем тухаймаççĕ пӳрте.
Сисеççĕ çăварна лекессе,
Шутлаççĕ хăйсем пуçĕпе.
Хырăмăра апатпа тултарсан
Çӳретĕр хӳрĕне çĕклесе.
Ура çумне сăтăрăнса
Юраттарасшăн хăвăра.
Пĕрмай эсир çапла,
Вĕреннĕ çынпа пурăнма.
Пулсассăн кушак çуртра,
Кичем пулмасть çынна.
Ял шăпи
Çаврăнать хуллен самана,
Пурнăç ылмашăнчĕ ялта.
Пулнă эпĕ астăвасса,
Урăхла пурнăç ялта.
Астăватăп, çумлăн-çумлă
Çуртсем ларнă касăра.
Кашни килте пулнă
Вунна яхăн ача.
Халĕ пăхсан, касăра
Пурăнакан çуртсем сайра.
Пушă çуртсем çурмалла,
Вĕсенче пурнăç пулмалла!
Тата пĕр çитменлĕх:
Пулмалла нумай ача.
Пăхсан хăш касăра,
Çук курма ача-пăча.
Мĕнле пулчĕ самана?
Паллах, начар çĕршыва,
Тата йывăр халăха,
Хăнăхнă йышпа тăма.
Йывăр терĕм халăха,
Шутлар-ха тарăннăн пăхса.
Сăмахран: хурлатпăр пурнăçа.
Мĕн çитмест-ха çынна?
Аса илер кăшт ĕлĕкхине,
Еçленĕ алăпа нумай ĕçе –
Хĕрарăмсем чӗкĕнтĕр çинче
Хăнăхтарнă ĕçлеме ачасене.
Халĕ чикĕнтĕр анине
Пĕлместпĕр ăçта вырнаçнине.
Ачасем матик вырăнне
Çӳреççĕ карас телефонĕпе.
Çĕр улми анине
Чаваттăмăр кĕреçепе,
Халĕ тракторсем анасене
Пĕтереççĕ пĕр ернере.
Пăхар «хĕрарăмсен ĕçне»:
Усă курнă тумсене
Çунă, чӳхенĕ аллисемпе
Нумай ача кĕпе-йĕмне.
Куратпăр, паян урăхла:
Хура тумсене пуçтарса,
Хумалла кĕпе-йĕме
Çăвакан машинăна.
Çăвать, чӳхет, типĕтет,
Кăштах юлать ĕçлеме,
Алла илсе утюгпа
Якатма, тикĕслеме.
Тĕлĕнмелле. Кур япала çунине:
Пулать йĕпетмесĕр алăсене.
Шыраса тупĕç малашне
Хура тумсене пуçтараканне.
«Арçын ĕçĕ» те кăштах
Çăмăлланчĕ, ман шутпа.
Мантăмăр вутă касма, çурма,
Кирлĕ мунча валли кăна.
Пур майсем ялсенче,
Килĕшер йывăр мар, тесе,
Ӗлĕкхи пек тар кăларса,
Чакаламастпăр кĕреçепе тăпрана.
Çамрăксенчен ыйтсан, çава мĕнне,
Тӳрех калаймĕç хуравне,
Шутласа пăхсан тепре,
Кирлех-и вĕсене пĕлме?
Куратăн-и çуран утнине?
Анмастпăр машина çинчен.
Йывăр çынна çуран утма,
Тăван патне тепĕр касса.
Пăхсан тарăн шутласа,
Халĕ çăмăл пурăнма.
Канлĕх памасть пуçа
Ӗçлеме манмăпăр-ши ара?
Танлаштарар çамрăксен пурнăçне,
Мĕнле иртереççĕ пушă вăхăтне?
Елĕк çуллахи каçсенче
Илтме пулнă купăс сассине.
Кашни касă пуçĕнче
Курма пулнă çамрăксене.
Хĕрсем ăмăртса юрланине,
Яшсем «ура хуçса ташланине».
Халĕ пачах урăхла,
Вăхăт ирттереççĕ пуçтарăнса.
Каламастăп пурне те хурласа
Калап çеç, çапла самана.
Ĕлĕк тухнă пĕчĕк çуртран
«Куччипех» ача-пăча,
Курма пулнă вăйпитти
Çамрăк хуçана – арçынна.
Тĕлĕнмелле, халĕ пысăк çуртра
Пурăнать тейĕн пысăк çемье.
Тухать пĕр ватă кинеми,
Алла кукăр патак тытса.
Утсан хăшпĕр урампа,
Куратăн пушă çуртсене,
Ӳсет вĕсен пахчисенче
Саркаланса вĕрене.
Курма пулĕ малашне,
Пĕтсе пыракан ялсенче
Пахча çӳллĕш мăянне,
Юçĕ-юçĕ ерĕмне.
Хуплать хăрушлăх куçсене,
Кичемлĕх кĕрет чĕрене,
Туятăп мĕн пулассине
Пирĕн пурнăç вĕçĕнче.
Шăтса тухĕç картишĕнче
Çине-çине вĕрене,
«Путĕç çуртсем йывăç айне»,
Çутă сӳнĕ кантăксенче.
Ах, йывăр чĕрене,
Шутласан вăл вăхăтсене.
Мĕн калас ентешсем, сире,
Ӗмĕтленер пулмĕ тесе.
Калаççĕ-ха хăш чухне
Кунсерен ял пĕтнине.
Апла пулсан малашне
Пулĕ халăх хуласенче.
Çук, пĕлмеп кам айăпне,
Çак самана пулнине,
Те тӳлевлĕ ĕç çуккипе
Юлмасть халăх ялсенче.
Калаççĕ -ха халăхра:
«Çын тӳсет йывăрлăха,
Тӳсеймест çăмăллăха»,
Пыратпăр ĕçлеме манса.
Сăвва пыратăп вĕçлесе,
Калас пулать тĕрĕсне:
Ялсем пырĕç пĕтсе,
Çумкурăксем ӳсĕç хирте.
Ял, пыран ватăлса,
Куратăп сана патакпа,
Пĕркеленчĕксем питĕнте,
Çухатнă çамрăклăх сăнне.
Усă патăн çĕршыва,
Тăрантартăн хулари халăха,
Çуратрăн паттăрсене ялта,
Паллă çынсене çул парса.
Курма пулĕ малашне
Ӳкерчĕк çинче ялсене,
Вĕсен пĕтнĕ вырăнне,
ишĕлсе юлнă çуртсене.
Ялти пурнăç йĕркине
Пĕлĕç ватă çынсенчен.
Аслисем вилсе пĕтсен
Вулĕç кĕнеке çинчен.
Кĕркунне юлашки кунĕсем
Йывăçсем çине пăхсан,
Каятăн тарăн шухăша.
Çилсĕр лăпкă вăхăтра
Тăратăн вĕçĕмсĕр пăхса.
Юлашки кĕр кунĕсенче
Ăшă килет хĕрхенсе.
Çулла ӳстернĕ çулçăсене
Çитĕ вăхăт ӳкерме.
Шел мар-и йывăç сана,
Хăвăн тумна пăрахма?
Сарă, хĕрлĕ çулçăсене
Сапалама çĕр çине.
Йывăç, ху ĕмĕрĕнте
Нумай эсĕ курнă:
Шăрăхне, сиввине,
çумăрне, типпине.
Кашни çул хĕллене,
Эсĕ, ылттăн кĕркунне,
Пĕлтерен çывхарнине,
Ху тумна тăкнипе.
Кашни самантра кĕркунне
Палăран хăвăн илемĕпе.
Унерçĕсем хут çине
Сăрлаççĕ тĕрлĕ тĕспе.
Пĕтрĕç хĕвеллĕ кунсем,
Тытăнĕç çума çумăрсем.
Юлмĕç турат çине çулçăсем,
Курăнĕç кичеммĕн йывăçсем.
Çапла, сарă кĕркунне,
Ирттерĕн эсĕ ĕмĕрне.
Путăн тутлă ыйха,
Хĕллене вырăн парса.
Кăмпара
Паян ирех тăрса,
Пăхрăм тула тухса.
Шутларăм кăмпана кайма,
Çанталăк лăпкă вăхăтра.
Утрăм эпĕ вăрмана,
Алăра çыхнă карçинка,
Кĕсьере кăмпа касма
Илнĕ çивчĕ япала.
Йывăçăн усăннă туратти,
Çулçисем сарăхнă çурмалла.
Хĕвел тухнă вăхăтра
Витнĕ тейĕн ылтăнпа.
Кĕрсен вăрман ăшне,
Хăшĕсем тăкнă çулçисене.
Курап витĕннĕ çĕр
Кăпăш çулçăпа -çемçе.
Сывлатăп уçă кăкăрпа
Сывлăш уçă, таса.
Пăхкалап унта-кунта,
Курмарăм-ха кăмпа.
Утап хуллен утăмпа,
Тинкереп йĕри-тавра.
Ак, куртăм, кăмпа!
Пĕшкĕнтĕм касма.
Çумĕнче тепĕр кăмпа,
Вăл витĕннĕ çулçăпа.
Хуллен сиреп алăп,
Карçинккана хурап кăмăлпа.
Куç пырать хăнăхса,
Тытăнап кăмпасем тупма.
Калăн выляççĕ манпа
– Кур мана, шыра.
Пăхрăм йывăç хыçне,
Курап хĕрлĕ тумĕпе,
Чĕнет хăй патне,
Шăна кăмпи илĕртсе.
Епле илемлĕ кăмпа,
Юрамасть сана татма,
Сиен паран хырăма,
Çиме юрамасть сана.
Пуçтартăм тĕрлĕ кăмпа,
Тултартăм карçинкана.
Мĕнле аван вăрманта,
«Шăп ухутура» пулма.
Куртăм хăмăр пакшана,
Ахăр, пуçтарать кăмпа.
Турат çинчен сиксе
Çухалчĕ куç умĕнче.
Çулпа утап хĕпĕртесе,
Аван вăрманта кĕркунне.
Савăнтараççĕ йывăçсем илемпе,
Хитре тăхăннă тумĕсемпе.
Йывăçа таккать улатакка,
Сасă илтĕнет аякран.
Кайман пулсан вăрмана,
Курмастăм çак ырлăха.
Вăрмантан тухап ерипен
Çулçăсем ӳкеççĕ çӳлтен.
Пĕр çулçă сĕртĕнчĕ питрен,
Карçинккана ӳкрĕ хуллен.
Те пулчĕ вăрман парни,
Те пулчĕ сывпуллашни,
Те пулчĕ мана йыхăрни,
Тата кил, тесе чĕнни?
Нет комментариев