Вĕрентекен пулмах çуралнă
Вӗрентӳ
Вăл хăйне евĕр педагог, унран вĕренмелли питӗ нумай. Тулăри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн, направленипе Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăнать. Аслă пĕлӳ илсен, пултарулăхне кура, директор çумĕнче вĕрентӳпе методика енчен пулăшакан ĕç вырăнне шанса параççĕ, каярахпа директор пулса тăрать. Калас сăмахăмăр Çĕпрел районĕнчи Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнче нумай çул хушши директор пулса ĕçленĕ Любовь Васильевна Степанова çинчен пырать.
Пĕр-пĕр ăсталăхпа палăрнă çын çинчен калаçнă чухне çак этемĕн: «Турă пани пур», – теççĕ халăхра. Хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр çинчен те çавнах, «чăн-чăн вĕрентекен пулмах çуралнă» тесе калассăмăр килет.
Любовь Васильевна Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗнче çур ĕмĕр хушши тăрăшать. Педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те – 50 çул(!) Çав шутран 31 çулне шкул директорĕ пулса ĕçлет. Çак вăхăт хушшинче вăл миçе ачана ăс-тăн паман-ши, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме кама кăна пулăшман-ши?
Любовь Васильевна районти ытти вӗрентекенсем хушшинче те ят-сум илме ĕлкĕрнĕ педагог. Вĕрентӳри çĕнĕлле технологисене алла илме пĕрле ĕçлекен ĕçтешсене те пулăшса пырать. Вĕрентекенĕмĕрĕн ĕç опычĕ, хальччен тунă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та паха. Шкул коллективĕнче те ырă ятлă вăл. Пуринпе те витĕмлĕ калаçать. Çав вăхăтрах сăмахĕсем унăн вырăнлă, тарăн шухăшлă. Тен, çавăнпа-та-и, уçă кăмăллă та пур çĕре те çитме ĕлкĕрекенскере, пурте ырăпа çеç асăнаççĕ, ун сăмахĕсенчен иртмеççĕ.
Хăйĕн ĕçне Любовь Васильевна чунĕпе парăнни тӳрех курăнать. Кашни вĕренекенпе кăмăллă калаçать вăл, юратса ăс парать. Çав таранччен пухнă ăс-хакăла, ăсталăхне пĕр шелсĕр валеçет, ачасен чунне ыррине кăна хывма тăрăшать. Сăпайлă, хăйĕн ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе мухтанма юратмасть вăл.
Любовь Васильевна хăйĕн ĕçне тĕплĕн, кăмăлтан, чун-чĕререн тăрăшса тăвать. Унăн çитĕнĕвĕсене нумай хутчен ырланă, палăртнă. «Тутар Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăх çӳтĕç отличникĕ» наградăсене илме тивĕçлĕ пулать.
Любовь Васильевнан кăçалхи сентябрӗн 15-мĕшĕнче çуралнă кунӗн сумлă юбилейӗ. Вăл çак юбилее чăннипех те чыспа та хисеппе, мăнаçланса ирттерме тивĕçлĕ çын. Хăйĕн пурнăç çулне тăрăшуллă ĕçпе, ачасене пĕлӳ парас тесе тарăшать. Вăл чăннипех чăн-чăн Учитель ятне тивĕçлĕ.
Любовь Васильевнан тунă çитĕнӗвӗсем, унăн ĕçĕ-хĕлĕ малашне те пирĕншĕн, унăн вĕренекенĕсемшĕн, ырă тĕслĕх пулĕç. Пуриншĕн те тав Сире, Вĕрентекен!
Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулӗнчи вӗрентекенсен коллективӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев