Ватă тăванăмăн вăй-халӗ мӗнле?
Çӗпрел районӗнче тăхăрвунă ҫултан иртнӗ – 37, тăххăрмӗш теçеткене вакланă тата унран та аслăрах 100 тен ытла ҫын пур
Юрать-ха ватлӑхра çумăнта пулăшакан пулсан. Пулманнисем те пайтах. Пӗччен пурӑнакан район çыннисем 800-е яхӑн. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ӗмӗр пӗччен пурăннă, çемье çавăрса та курман, е тата çемье çавăрсан та ачисем пулман çынсем. Ачаллă пулнин унăн шанӑҫӗ пур. Ун патне ывӑлӗ е хӗрӗ сайра-хутра пулсан та килсе çӳрет, илсе кайса пӗрле пурăнма тӑрӑшаççӗ.
Камӑн никамӗ те çук, ҫавсене, паллах, йывăртарах. Мӗншӗн тесен ватлӑх та, чир те кашнин патне ыйтмасӑрах килет. Районта пурӑнакан 18 ватӑ ҫын республикӑри ватăсен тата психоневрологи интерначӗсенче пурӑнни шăпах çакăн ҫинчен калать те ӗнтӗ. 2020 ҫулта кӑна ваттисен ҫуртне районти пилӗк аслă çулти çынна вырнаҫтарнă.
Пӗччен пурăнакансене пулăшассине шута илнӗ патшалăх службисем те пур, паллах. Пирӗн районта вăл – «Пăшăрхану» («Забота») социаллă пулăшу центрӗ. Унăн ертӳҫи Илгизар Вафин каласа панинчен, 2020 ҫулăн 10 уйăхӗнче килӗсене кайса социаллӑ пулӑшу кăтартакан уйрăмăн 46 социаллă ӗҫченӗ 267 аслă çулсенчи çынна тата инвалида 53911 терлӗ социаллӑ пулӑшу кăтартнă.
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак центр ватӑ ҫынсене паракан пулӑшусене шутласа кайсан, вӗсем питӗ нумай. Чӑн та, вӗсем хушшинче тӳлевлӗ пулнисем те пур.
2019 ҫултан пуҫласа «Демографи» наци проекчӗн шайӗнче «Аслӑ ӑру» программа пурнӑҫланса пырать. Ҫак программӑпа килӗшӳллӗн ятарлă палӑртнӑ машина 65 çултан аслăрах пулнă граждансене район центрне диспансеризаци иртме илсе килет, каялле леçсе ярать, – тет Илгизар Вафин.
Кӑҫалхи çул коронавирус пандемине пула палăртнă чикӗленисене пăхмасăр, çак служба районăн 614 çыннине диспансеризаци иртме пулăшнă.
Центрăн «Реабилитаци тата воспитани шкулӗнче» инвалидсен тата аслă çулсенчи çынсен тăванӗсене килти условисенче вӗсене пăхас тата реабилитацилес мелсене те вӗрентеççӗ. Август уйӑхӗнчен пуçласа сывлӑхӗсем хавшанине пула çӳреме пултарайманнисене пăхма илнӗ çынсене те ятарлӑ пӗр программӑпа килӗшӳллӗн тӳлев йӗркеленӗ. Кӗске кăна вӑхӑт хушшинче 5 пăхакан (сиделка) хӑйсене хăйсем пачах пулӑшма пултарайман 6 аслă çулсенчи ҫынна пăхма (опекӑна) илнӗ.
Пӗлетпӗр ӗнтӗ, коронавирус инфекцийӗпе çыхăннă лару-тăрупа кӑҫалхи çулăн мартăн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 65 ҫултан аслӑрах çынсемшӗн изоляци режимӗ кӗртнӗччӗ. Çавăн пек граждансем тата инвалидсем валли пӗрремӗш черетре кирлӗ пулакан апат-ҫимӗҫ продукцине, врач рецепчӗсӗр кăна парăнакан эмел препарачӗсене кӳрсе парасси, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлев енӗпе чӗнсе илессишӗн «Хӗрӳ лини» ӗҫне те пирӗн центр урлă йӗркеленӗччӗ. «Хӗрӳ лини»йӗн 2-22-52 номерӗ кашни кун ирхи 8.00 сехетрен пуçласа каçхи 18.00 сехетчен, кану кунӗсӗр ӗҫлерӗ.
19 ял тӑрӑхӗнче ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем ертсе пынипе пурӑнакан пунктсенче 115 волонтер ӗҫлӗ пулăшу кăтартрӗ, вӗсене 45 социаллӑ ӗҫчен, 34 фельдшер-акушер пунктӗнчен 54 медицина ӗçченӗ, çаплах, «Созидание» çамрăксен клубӗн ӗçченӗсем пулăшаççӗ.
Июлӗн 27-мӗшӗччен 178 заявка йышӑннӑ тата тивӗçтернӗ. Ҫак заявкӑсенчен 45 проценчӗ апат-ҫимӗҫ кӳрсе парас, 40 проценчӗ эмел препарачӗсем, 5 проценчӗ коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлес енӗпе тата 10 проценчӗ социаллӑ ыйтусемпе консультаци илес енӗпеччӗ, – тет «Пăшăрхану» центрӗн ертӳçи.
«Хӗрӳ лини» хăй ӗçне ноябрь уйăхӗн пуҫламӑшӗнчен заявкăсене йышăнассине çӗнӗрен малалла тăсни çинчен те каласа хăварас пулать. Эсир аслă çулсенчи çын, е тата сирӗн сывлӑхăр хавшанă пулсан, апат-çимӗç, эмел илме тухса çӳреймесен 2-22-55 телефон номерӗпе шӑнкӑравлăр.
Справка
Декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне пулнă даннăйсенчен, пирӗн районта 7243 пенси илекен çын пурӑнать. Вӗсенчен 5932шӗ – пенси ҫулне ҫитнӗ май, тивӗçлӗ канăва тухнисем. 2688шӗ инвалидлăхпа пенси илекенсем. Пӗччен кăна пурӑнакан аслă çулсенчисен шучӗ – 117, пӗччен кăна пурăнакансен шучӗ – 797.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев