Вăрман уçланкинче
Хыпарсем

Вăрман уçланкинче

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсен, организацисен, учрежденисен ӗçченӗсен, ялти спортсменсен хушшинче йӗлтӗр ăмăртӗвӗсем иртрӗç.

 

Ăмӑртусенче Чăваш Республикин Шăмăршă районӗн пуҫлӑхӗ ертсе пынипе кӳршӗри районти спортсменсем те хутшӑнчӗҫ.

Йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене уҫмалли мероприятире район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин спортсменсене саламларӗ, ăнăçусем сунчӗ.

Унтан вӑл ГТО парас енӗпе 60 ҫул тата унтан та аслӑраххисем хушшинчи конкурсра çӗнтернӗ Николай Хрисанова, Геннадий Карсакова дипломсемпе парнесем пачӗ.

Алексей Егорович, çавӑн пекех, 2019 ҫулхи муниципалитет ӗçченӗсен спартакиадин пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел районӗн команди пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче 3-мӗш вырӑна çӗнсе илсе, 1 миллион тенкӗ укçан парне илнине те çирӗплетсе, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗлтӗр инвентарӗн комплекчӗсене Анат Чакă ял тăрăхӗн пуçлăхне Олег Албутова, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Виталий Землемерова, секретарьне Алевтина Хемницера тата Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Фаиль Фатхуллова пачӗ.

Çак кун та 11-мӗш классенче вӗренекенсем, ҫавӑн пекех, районти организацисемпе учрежденисенче ӗçлекенсем, аслисем йӗлтӗрпе шăвас енӗпе ГТО нормативӗсене пурнӑҫларӗç.

Ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем каччăсемпе хӗрсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче кашни, ӳсӗм енӗпе,  чи лайӑх вăхăт кăтартăвӗсем енӗпе палӑрчӗç.

Ачасем хушшинче Яна Синдюкова (2014 ҫулта çуралнă) тата Артем Романов (2013 ҫулта çуралнă) – чи çамрăк хутшăнакансем, аслисем хушшинче Геннадий Карсаков чи аслă çулсенчи хутшăнакан пулса палăрчӗç.

Ӑмӑрту вӗҫӗнче призерсене Дипломсем, медальсемпе парнесем пачӗç.

Йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн спонсорӗ «Рассвет» обществӑн директорӗ Ильгам Шигапов пулчӗ.


Нет комментариев