Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вăрланă пурлăх телей кӳмест

Суд залӗнчен

Тутарстан Республикинчи Çӗпрел районӗн сучӗ А. тӗлӗшпе суд решенийӗ кăларчӗ.

Агрофирма филиалӗнче ӗҫлеме тытӑнсан, А. хӑйне шанса панӑ пурлӑхшӑн тулли яваплăха хăй çине илнӗ, урӑхла каласан, хăйне шанса панӑ пурлӑха упраса хӑварассине тивӗçтерес, сиен ан пултӑрччӗ тесе мерӑсем йышӑнас, шут-хисеп илсе пырас, инвентаризацие хутшӑнас, ревизи тăвас, хӑйне шанса панӑ пурлӑх шайне тишкерес ӗçсем те ăна парăннă пулнă.  Шел те, вӑл хӑйӗн тивӗçӗсене пурнăçламасть.

Анчах та А., хӑйӗн должноçӗпе усӑ курса, фермӑран 48 тата 42 килограмм йывăрăшӗнчи (пӗтӗмӗшле хакӗ 15300 тенкӗ)  икӗ пӑрӑва вӑрлать. Çак ӗç пулса иртиччен, агрофирмăн пурлăх хӑрушсӑрлӑхӗн ӗҫченӗсем пурлӑха инвентаризациленӗ пулнă. Ку ӗç вӑхӑтӗнче пӑрусене, ӗнесене, вӑкӑрсене, лашасене тата тынасене шута илнӗ. Инвентаризаци хыҫҫӑн А.на филиала часах хупӑнасси, выльӑх-чӗрлӗхе урӑх филиала куҫарасси паллӑ пулать. А. вара ҫапла шутлать: инвентаризаци туса ирттернӗ ӗнтӗ, выльӑхсен шутне никам та шутламасть. Унтан, филиалта никам та пулманнипе усӑ курса, çуллахи лагерьтен икӗ пӑрăва лаша урапи ҫине хурса хӑйӗн хуҫалӑхне илсе каять. Тепӗр кунне хӑрушсӑрлӑх ӗçӗсен ӗҫченӗсем выльӑх-чӗрлӗх шутне шута илнӗ вăхăтра, икӗ пӑру ҫитменнине палӑртаççӗ. А. преступлени тунине йышӑнать, вӑрланӑ пӑрусене фермӑна тавӑрса парать.

Суд ларăвӗнче айӑпланакан А. хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑнчӗ. Суд ӑна 1 ҫулталăка ирӗкрен хăтарас майпа наказани палăртрӗ. РФ Уголовнăй Кодексӗн 73 статйипе килӗшӳллӗн, наказание условнӑй срокпа улӑштарса тата пӗр çулталăка тӗрӗслев срокӗ палӑртрӗ.

ТР Ҫӗпрел районӗн сучӗн пресс-центрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев