Валентина Тарават сăввисен вулавĕ
Упи тăрăхěнче мухтава тивěҫлě ҫынсем йышлă. Вěсенчен пěри – паллă чăваш ҫыравҫи Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева)
Нина Ятманова, кĕçĕн классене вĕрентекен
Хисеплě ентешěмěре халалласа Çěнě Упири тěп шкулта кěҫěн классенче вěренекенсемпе Валентина Тарават сăввисен вулавне ирттертӗмӗр.
Вулава 4-мěш класра вěренекенсем уҫрěҫ. Вěсем Валентина Тарават ěҫ-хěлěпе, творчествипе паллаштарчěҫ.
Валентина Тарават 1946 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Пăвари медицина училищинче, каярах Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра вăл Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнать.
В.Тарават пултарулăхĕ нумай енлĕ, вăл медицинăра çеç мар, юрă-ташăра та, литературăра та ăнăçлă та хастар ĕçлет. Вăл ертсе пыракан пултарулăх коллективĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи фестивальсенче пĕрре çеç мар çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна «Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. В.Тарават 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Ульяновск облаçĕн, Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ. 2007 çулта унăн ячĕ Ульяновск облаçĕн ылтăн кĕнекине кĕнĕ, Валентина Николаевна çинчен «Лучшие люди России» энциклопедире те вуласа пĕлме пулать.
Валентина Тарават ытларах ачасем валли сӑвӑ ҫырать. Ҫавӑн пекех вӑл куҫару ӗҫӗсемпе те паллă.
Вулавăн иккěмěш пайěнче 1-4 класра вěренекенсем В.Тарават сăввисене пăхмасăр каларěҫ. Çак мероприятире «Çěнук», «Урокра», «Улах», «Маттуркка эп, маттуркка», «Ӳсетěп», «Инкек» тата ытти сăвăсем янрарěҫ. Вулава хутшăнакансем пурте лайăх хатěрленнěччӗ. Сăвăсене ачасем шкул библиотекинчи кĕнекесенчен тупса вĕреннĕ. 2-мĕш класра вĕренекенсем В.Тарават сăввисем тăрăх ӳкерчĕксем туса выставка та йĕркеленĕччӗ. В.Тарават сăввисем ҫěршыва юратма, шкулта тăрăшса вěренме, тăван чěлхене юратма, ҫут ҫанталăка упрама вěрентеҫҫě. Çав вăхăтрах сăвăсем кăсăклă, ҫăмăллăн вуланаҫҫě.
Вулавăн виҫҫěмěш пайěнче ачасем хăйсем те сăвă çырма ăста пулнине кăтартса пачĕç. Вěсем чăваш чěлхи ҫинчен хăйсем шăрҫаланă сăввисене каларĕç. П.Макарова (1 кл.), М.Макарова (1 кл.), В.Маргушова (1 кл.), В.Юманов (2 кл.), И.Долгов (2 кл.), С.Максимова (3 кл.), С.Ярзуткина (4 кл.), М.Ярзуткина (4 кл.), А.Макарова (4 кл.), А.Сердцев (4 кл.), С.Юманов (4 кл.) ҫырнă сăвăсем пурте хăйне евěрлě, анчах та пуринче те пěр шухăш палăрать: «Мӗн тери ҫепӗҫ те илемлӗ чӑваш чӗлхи! Пирěн тăван чěлхене юратмалла, упрамалла, вěренмелле!».
Ку вулав кашни ачашăн усăллă пулчĕ. Вĕренекенсен сăвă çырас кăмăлĕсене çĕклерĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев