Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫулталӑк пуҫланнӑ-ранпа 45 ача ҫуралнă

ЗАГС пайӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа районта 45 ача ҫуралнӑ. Вӗсенчен 21-шӗ арҫын ача тата 24-шӗ хӗрача.

 

Пӗрремӗш ачисене 12 ҫемьере, иккӗмӗшӗсене 15 ҫемьере регистрациленӗ. Нумай ачаллӑ ҫемье статусне 14 ҫемье илнӗ.  Пӗр ҫемьере тӑваттӑмӗш, икӗ çемьере – пиллӗкмӗш тата пӗринче улттӑмӗш ача ҫуралнӑ.

Ашшӗсенчен чи асли – 49 ҫулта, чи çамрăкки – 23. Амăшӗсенчен чи асли – 40ре, чи çамрăкки – 21 ҫулта.

Чи популярлă ятсем: Мирослава, Амелия, Полина, Ясмина, Марк, Игнат, Самат. Сайра тӗл пулакансем: Рамина, Занира, Ева, Стефания, Эмин, Демид, Артемий.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев