Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫулсем уҫӑлчӗç...

Юхăм та пысӑкланчӗ

Икӗ кустӑрмаллӑ техникӑпа ҫӳреме юратакансемшӗн      ҫуркуннепе ҫулла – чи лайӑх тапхӑр
Хӗлле «канура» пулнă мотоцикл, мопед, скутер пек транспорт çул çине тухать. Чылай чухне ҫак транспортпа ытларах ачасем усӑ кураҫҫӗ. Транспортпа çӳреме ирӗк 16-18 ҫулсенче ҫеҫ май пуррине вара эпир пурте пӗлетпӗр. Апла пулсан, ачасем ҫав транспортпа водитель прависӗр усӑ кураҫҫӗ. «Правасăр» транспортпа çӳрени мӗн патне илсе пыма пултарать? Ку ыйтӑва эпир Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ГИБДД начальникне, полици майорне Анатолий Михайлова патӑмӑр.

– Чи малтанах ҫакна аса илтерес тетӗп: мопедпа, мотоциклпа, скутерпа çӳрекенсем - ҫул-йӗр правилисене пӗлме тата пӑхӑнма тивӗçлӗ çынсем. Хӑш чухне ҫитӗннӗ ҫын та çав правилӑсене пӗлмест, ачи валли вара çул çинче çӳремелли хатӗр туянса парать. Унччен ачана ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене вӗрентсенччӗ те вӗт... Ҫул-йӗр правилисене вӗренме пулать. Нумай мар вӗсем.

– Скутерсем, мопедсем, мотоциклсем юлашки вӑхӑтра питӗ популярлă пулса тăчӗç, вӗсен йышӗ ҫулсеренех ӳссе пырать. Ҫак техникӑпа миҫе çултан ҫӳреме юрать?

– Скутерсемпе, мопедсемпе 16 ҫула ҫитнӗ, А1 категориллӗ (двигатель калӑпӑшӗ 125 см3 иртмен ҫӑмӑл мотоциклсем), М категориллӗ (двигатель калӑпӑшӗ 50 см3 иртмен мопедсем, скутерсем, мотороллерсем, мотоциклсем) водитель правине  илнӗ çынсем çӳреме пултараççӗ.

Мотоциклпа ҫӳреме водитель прави (А категорийӗ) тата страхлани кирлӗ кирлӗ. Мотоциклпа 18 ҫул тултарсан ҫеҫ çӳреме май пур.

Транспортпа «Правасӑр» çӳренӗ тӗслӗхре, РФ Административлă право йӗркине пăсакансен кодексӗн 12.7 статьян 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн, 5-15 пин тенкӗ таран штраф хывас енӗпе административлӑ яваплӑх палӑртнӑ. Транспорт хатӗрне те туртса илеççӗ, ятарлӑ стоянкӑна лартаççӗ. Ача 16 ҫула ҫитмен пулсан уншӑн ашшӗ-амӑшӗ е опекун яваплӑ. Кун пек чухне вӗсене штрафа параççӗ, ҫула ҫитмен ача ҫине те витӗм кӳмелли мерӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.

– Штраф тӳлесси – пӗр ӗҫ, кунта вӗт сӑмах ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен те, ача пурнӑҫӗ ҫинчен те пырать...

– Ҫапла, ачасем хутшӑннипе çул-йӗр-транспорт инкекӗсен шучӗ ҫӗршывра чакни çук. Уйрӑмах çуркунне ҫавӑн пек инкексен шучӗ нумайланать. Пирӗн районта, сайра пулин те, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем ҫул ҫитмен ачасем руль умне ларнине пула пулса иртеҫҫӗ, ҫын пурнăçӗ татăлнă фактсем те пур. Ҫавӑнпа та нихҫан та ку мана тивмест, ман ача ун пек тӑвас ҫук, тесе шутлама юрамасть. Чи малтан, 16-18 ҫула ҫитмен ача валли транспорт туяннӑ чухне ашшӗ-амӑшӗсен ку мӗнле инкек патне илсе ҫитересси ҫинчен шухӑшламалла.

– Тавтапуҫ, калаҫӑвăршăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев