Тухтăрсене тавах
Хыпарсем

Тухтăрсене тавах

Эпӗ Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче, 80 çултан иртнӗ, пӗччен пурăнакан ватă хӗрарăм.

Мана хытах чирлесе ӳксен районти тӗп больницăна илсе кайрӗç. Унти врачсем тата медицина сестрисем октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа, 23 кун хушши ялан мана пысăк тимлӗх парса тăчӗç. ИВЛ аппарачӗпе кăна çирӗм куна яхăн сывлаттарчӗç, çаплах вăхăтлă система лартса, уколсем туса тăчӗç. Кунне виçӗ хут тутлă апатпа тивӗçтерчӗç.

Мана виçӗ эрне çапла лайăх пăхса сыватса кăларнăшăн врачсене Руслан Рифкатовича, Гульназ Рамиловнана тата медицина сестрисене Эльвира Айзятуллована, Эльмира Шарафутдинована, Альфинур Садреевана, Марина Иванцована, Алена Арьяхована, Эльза Халиуллинана, çаплах, санитаркăсене Валентинпа Сидорована, Татьяна Романована, Разида Алтынбаевана, Равида Биоманована, Фирдина Абульханована çӗре çити пуç тайса хаçат урлă пысăк тав сăмахӗсене пӗлтересшӗн. Пурне те çирӗп сывлăх, чирлемесӗр вăрăм ӗмӗр пурăнма, çемйисенче тăнăçлăх, ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума, чирлӗ çынсемпе ӗçлеме тӳсӗмлӗх, телей тата мирлӗ пурнăç анчах сунатăп.

Елена Андреева, 82 çулта, ӗç ветеранӗ.

 


Нет комментариев