Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Теремок» ача садӗнчи семинар

Алешкин-Саплӑк ялӗнчи «Теремок» ача садӗнче, районти шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенчи воспитательсем хутшăннипе, «Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентес енӗпе хальхи вӗренӳ технологийӗсем» ятлă, регионсем хушшинчи семинар пулса иртрӗ. Семинара «Чăваш чӗлхи кунне» тата «Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул» ҫитнине халалланӑччӗ.

Мероприяти тӗллевӗ – шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑваш чӗлхине вӗрентес енӗпе ку чухнехи технологисене сарассиччӗ тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллашассиччӗ.

Мероприятие Чăваш Республикинчи Шăмăршă районӗнчен тата Ульяновск облаçӗн Цильна районӗнчен те ача сачӗн воспитателӗсене чӗннӗччӗ.

Чи малтанах семинар-практикумра ача сачӗн шкул çулне çитичченхи вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен методисчӗ Л.Каримова: «Уявра Иван Яковлевича мухтаса сăвă-юрă янăрӗ, ташă-вăйăсем пулӗç. Иван Яковлев пурнăçӗпе, ӗçӗ хӗлӗпе паллаштарма кӗске презентаци пăхма сӗнетпӗр, –  тесе мероприятийӗн программипе паллаштарчӗ.

Мероприятие «Теремок» ача садӗнчи ачасем Тутарстан Республикинче наци культурисемпе традицисем, Раҫҫейре педагогпа наставник ҫулталӑкӗсен шайӗнче, И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Янра, чăваш чӗлхи!» литературӑпа музыка композицине кăтартса пачӗç.

Алешкин-Саплӑкри «Теремок» ача сачӗн заведующийӗ Елена Маркова сăмах тухса каларӗ. Анат Чакă ача сачӗн воспитателӗ Анастасия Хабардова «Чăваш чӗлхине юратма юмах пулăшать» темӑпа, Çӗнӗ Йӗлмел ача сачӗн воспитателӗ  Татьяна Алексеева «Чăваш ачисен наци костюмӗсем» темăпа, Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул-ача сачӗн воспитателӗ Галина Гуряшкина «Шкул çулне çитичченхи ачасене чăваш чӗлхине вӗрентес ӗçре «ТИРЗ технологийӗпе усă курни» темăпа, Чăваш Çӗпрел ача сачӗн воспитателӗ Наталья Казакова «Чăваш чӗлхине вӗреннӗ чух вăйă меслечӗпе усă курни» темӑпа,  Хулаçырми ача сачӗн воспитателӗ Татьяна Николаева «Ачасен тăван чăваш чӗлхине аталантарасси тата ăс-тăн парас опытпа палаштарнин презентацийӗ» темӑпа тухса калаçрӗç.

Малалла, çаплах, презентацисене тăсса Çӗнӗ Упи ача сачӗн воспитателӗ Людмила Ижегерова «Чӑваш халӑх вӑййисем» мастер- класс кăтартрӗ.

Аслӑ Аксури «Ивушка» ача сачӗн воспитателӗн Наталья Николаевнӑн «Тăван енӗн ҫутҫанталӑкӗпе паллашмалли меслет пулнă май, кайӑксем юрланине итлесси»  темӑпа тухса калаçрӗ.

Мероприятие малалла тăсса семинара килнисене кӳршӗ Цильна районӗн «Терем-Теремок» ача сачӗн методист-воспитателӗ Галина Клементьева «Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашмалли проектсен меслечӗ» темӑпа, çав ача сачӗн воспитателӗ Елена Торутанова «Педагогика проекчӗ: «Ложечка – асамлӑ кӑштах» темăсемпе паллаштарчӗç.

Çаплах, Чӑваш Республикин Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукал шкулӗн директорӗ Татьяна Бибукова, шкулчченхи ушкӑн воспитателӗ Надежда Измайлова та тухса калаçрӗç.  

Хальхи общество çитӗнекен ăрăва вӗренӳ тытăмӗпе, çав шутра унăн пӗрремӗш картлашки – шкул çулне çитичченхи вӗренӳ тытăмӗ тӗлӗшпе çӗнӗ требовани тăратать. Шкул çулне çитичченхи учрежденисенче педагогсен задачи – пултарулăх вăй-хăвачӗпе пуян ачасене вопитани парасси. Паллах ӗнтӗ, шкул çулне çитичченхи ачасемпе пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлемелли меслетсене улăштармалла, талантлă, таврари тӗнче çине пăхма пултаракан çынна воспитани памалла, вӗренӳре усă куракан инновациллӗ технологисем çавăн пек меслетсем пулса тăраççӗ.

Алешкин-Саплăк ача садӗнчи семинар усăллă тата тулли содержаниллӗ иртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев