Хыпарсем

Тата икӗ каччă  çар службине  кайрӗç

Кӗркуннехи-хӗллехи призывпа РФ Хӗç-пăшаллă вăйсен ретне 51 Çӗпрел каччи туллилентерӗ.

Ноябрӗн 24-мӗшӗнче, Дементьев ячӗллӗ паркра Çӗпрелӗн каччисене савăнăçлă майпа ăсатасси пулчӗ. Кивӗ Чукал ялӗнчен Расим Якупов тата Аслă Аксу ялӗнчен Дмитрий Сусликов пулас Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен списокне туллилентерчӗç.

Каччăсене çар слубине ăсатма ертӳçӗсем, ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем, ашшӗ-амăшӗсем, тăванӗсем, çывăх çыннисем тата тусӗсем килнӗччӗ.

Йăлана кӗнӗ тăрăх каччăсене çул укçи, пил пачӗç. Çамрăксен, спорт тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов тивӗçлӗ служить тума, лайăх командирсем тата кашни минутра пулăшу пама хатӗр пулнă туссем сунчӗ.

Аса илтеретпӗр, кăçал кӗркуннехи-хӗллехи призывпа Çӗпрел районӗнчен 51 каччӗ салтака кайӗ.

Ăсату вăхăтӗнче коронавирус инфекцине сарăлма парас марришӗн, Роспотребнадзорăн требованийӗсене кӗртнӗ мерăсем сыхланаççӗ.

 

 


Нет комментариев