Ҫӗпрел районӗнчи суд ҫул ҫитмен тӑватӑ ачана алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки суд йышăну кăларчӗ.
Амӑшне РФ Уголовнăй кодексӗн 157 статйин 1-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ преступлени тунӑшӑн айӑпланӑ.
Суд йышӑнӑвӗ тӑрӑх ҫак хӗрарӑм ҫул ҫитмен ачисемшӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах та унӑн алимент тӳлес енӗпе парӑмӗ пухӑнса пырать. 81344 тенкӗ ҫитет.
Суд ларӑвӗнче вӑл хӑйӗн айӑпне пӗтӗмӗшпех йышӑнать. «Суд ӑна тӑхӑр уйӑхлӑха юсанмалли ӗҫсем палăртса тата кун çумне хушса ӗҫ укҫин 5 процентне патшалӑхшӑн тытса юлмалли условипе наказани палăртрӗ», – тет район сучӗн пресс-секретарӗ Лилия Мушарапова.
Нет комментариев