Студент чухнехи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнă
Кирек кам та, ӗҫлес кăмăлӗ пулсан, ялта та хăйӗн валли ӗç тупать. Николай Осипов ҫакна хӑйӗн тӗслӗхӗпе çирӗплетет
Чӑваш Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Николай Валеривич хӑйӗн ӗҫ-хӗлне 2015 ҫулта пуҫласа янă.
Хӑйӗн ӗҫне тума вӑл харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерес программӑна кӗрет, патшалӑхран 100 пин тенкӗ пулăшу укçине илет. Ҫав укҫа-тенкӗ шучӗпе автомашинӑсене юсамалли, вӗсене техника пулӑшӑвӗ кăтартмалли станци уҫса ярать.
Николай хӑй каланӑ тӑрӑх, машинӑсене юсас ӗмӗт унӑн Тольятти хулинчи инжекторлă машинасен автодиагностикин техникумӗнче вӗреннӗ чухнех килсе тухнă. Ҫав ҫулсенче вӑл вӗренӳпе пӗрлех заводра сервисра та ӗҫлеме пуҫлать. Паллах, вӗренӳпе ӗҫе пӗрлештерни ӑна опыт илме май парать. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, хулара юлма май пулнă пулсан та, вӑл тӑван яла таврӑнса тӗпленет. Малтанласа машинӑсене килти условисенче, гаражра юсама пуçлать. Каярахпа, заказсем нумайлансан, вӑл, хӑйӗн ӗҫне тата ытларах анлӑлатас тесе, уйрӑм здани тӑвас пирки шутлать. Ашшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем машинӑсене юсамалли цех тӑвас тесе, ялта пӗр пушӑ ҫурта, хуралтисемпе пӗрле, туянаççӗ. Ун хыççăн унти хуралтăна юсаса ҫӗнетсе, цех туса хураççӗ. Майӗпен кирлӗ оборудованисене туянаҫҫӗ. Николай пур ӗҫе те хӑйӗн ашшӗпе, Валерий Петровичпа пӗрле пурнăçлать. Валерий Петрович çинчен калас пулсан, вăл малтан колхозра, унтан агрофирмӑра 35 ҫул шоферта ӗҫленӗ. Çавăнпа та тӗрлӗ маркăллă автомобильсен ăш-чиккине вăл пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пекех пӗлет. Ашшӗ опычӗ ывӑлне Николая та кирлӗ пулса тухать. Аслă çулсенче пулин те, вӑл халӗ те Николая цехри машинӑсене юсама пулӑшать.
Паянхи кун тӗлне Николай Осиповăн цехӗнче тӗрлӗ маркӑллӑ автомобильсене юсама пӗтӗм услови пур. Кунта машинăсен двигателӗсене те, электроникӑна та юсаҫҫӗ, диагностика та тăваççӗ. Вӗсем патне ял ҫыннисем ҫеҫ мар, район центрӗнче, ытти ялсенче пурӑнакансем те килеҫҫӗ. Цех яла пырса кӗмелли вырӑна вырнаҫни те питӗ меллӗ, ютран килекен ҫынсене ӑна ял тӑрӑх шыраса çӳреме те кирлӗ мар – аякран курăнса тăрать.
Николай Осипов хăйӗн ӗç-хӗлне кăна мар, хăйӗн пурнăçне те йӗркелесе янă. Юлашки çулсенче кăна вӗсем пысӑк та илемлӗ ҫурт туса лартнӑ. Мӑшӑрӗпе Еленӑпа икӗ ача ӳстереççӗ.
– Ӗҫе ялта та тупма пулать, – теҫҫӗ вӗсем. – Пуҫа ӗҫлеттермелле, хӑрамалла мар. Ялта ҫакӑн пек харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсем ытларах пулсан, питӗ аван пулӗччӗ, – теҫҫӗ.
Ҫапла, халӗ ялсен малашлăхӗ, аталанăвӗ шăпах хӑйсен ӗҫне уҫса, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хуракансенчен килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев