Ӳсӗр водительсене тытса чарасси малалла пырать
Районти ГИБДД сотрудникӗсем халичченех правилăсене пăсса, ӳсӗр пуçпа автомобиль çӳретекенсене сыхлаççӗ, вӗсене уçăмлас енӗпе рейдсем те ирттереççӗ.
Черетлӗ рейдсен вăхăтӗнче ноябрь уйăхӗн виҫӗ эрнинче районти ГИБДД ӗçченӗсем ӳсӗр пуçпа автотранспорт çӳретекен 5 водителе тытса чарнă. Вӗсем Кивӗ Шемӗршел, Çӗнӗ Чакă тата Кивӗ Ҫӗпрел ялӗсенче пурăнакансем. Пиллӗкӗшӗн те закона пӑснӑшӑн явап тытмалла пулать.
Аса илтеретпӗр, водителе пӗрремӗш хут ӳсӗр пулнă вăхăтра тытсан, унӑн преступленийӗ преступлени пулса шутланмасан та, вăл çăмăл кăна хăтăлаймӗ. Ăна пӗрремӗш хут правилăна пӑснӑшӑн: 30 000 тенкӗ виҫепе штраф параççӗ; правасăр 1,5 - 2 ҫула тăрса юлать.
Тепӗр хут лексен вара наказани тата çирӗпрех пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев