Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Спортсменсем яланах хастар

Пирӗн спортсменсем – «Ӗçпе хӳтӗлеве хатӗр» (ГТО)  хӗллехи фестивалӗн зонăри этапӗн çӗнтерӳçисем

Çӗпрел районӗнче иртнӗ ГТО фестивалӗн зонăри этапӗнче хуçасемсӗр пуçне, Тутарстан Республикин Теччӗ, Апас, Кайпăç, Камское Устье районӗсен командисем те хутшӑнчӗҫ.

Командӑсем 7 ҫултан пуҫласа 59 ҫулччен ҫул ӳсӗмӗ енӗпе 8 çынран йӗркеленнӗччӗ.  Хутшӑнакансем тӗрлӗ спорт тӗсӗсен енӗпе тупӑшрӗç.

Ӑмӑртусем «Алтын» спорт комплексӗнче тата йӗлтӗр базинче иртрӗç.

Унта хутшӑнакансем пурте, сăнавсене тивӗҫлипе иртрӗҫ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел район спортсменӗсем çӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ, иккӗмӗш вырӑна Теччӗ районӗн спортсменӗсем тата  виççӗмӗш вырӑна Апас районӗн команди йышӑнчӗ.

Ӑмӑртусене хутшӑнакансене Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Спортсменсене вӑл пур сăнава та тивӗҫлӗ иртнишӗн саламларӗ те командăсене Дипломсемпе кубоксем пачӗ.

Аса илтеретпӗр, РФ территорийӗнче (ГТО) физкультурăпа спорт комплексӗн нормативӗсене йышăнмалли «Демографи» наци проекчӗ составне кӗрекен «Спорт – пурнӑҫ норми» федераллă проекта пурнăçлассин формисенчен пӗри пулса тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев