Шкулсенче цифровизаци урокӗсем
Хыпарсем

Шкулсенче цифровизаци урокӗсем

2022 ҫула Тутарстанра Цифровизаци çулталăкӗ пулать тесе пӗлтерчӗç. Ҫӗпрел районӗнчи шкулсенче ҫак пулӑма халалланă уроксем иртеççӗ

Тӗрлӗ классенче вӗренекенсемпе кашни уйӑхра тивӗҫлӗ темăсене –экономика, цифрӑллӑ професси, кибербуллинг тата ытти темӑсене сӳтсе явӗҫ.

ТР Патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин республикӑри шкулсенче «Цифровизаци уроксем» Тутарстанри чи пысăк IT-компанисен лидерӗсен хутшӑнӑвӗпе иртесси ҫинчен каланăччӗ. Акӑ çакӑн пек уроксенчен пӗри, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче, «Тутарстан Республикинчи цифра трансформацийӗн центрӗн» представителӗ Марсель Гафаров ирттерчӗ. Мероприятие «Цифровизаци урокӗ» шайӗнче тата #Манӑн Харти «Ачалӑхӑн цифра этики» шайӗнче йӗркеленӗччӗ.

 – Цифровизаци – пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ, ҫавӑнпа та унран пӑрӑнма пулмасть. Паллах, пур япалан та чикки пулмалла. Тӗлӗнмелле майсем паракан цифровизаципе усӑ курма пӗлмелле, – терӗ урок пуҫламӑшӗнче  Марсель Гафаров.

Малалла вӑл интернетăн плюсӗсемпе начар витӗмӗсем, хӑрушсӑрлӑх тата ытти  çавăн пек нумай паха япаласем ҫинчен ăнлантарса пачӗ. Хӑйӗн сӑмахне вӑл малтанах хатӗрленӗ презентаципе ҫирӗплетсе пычӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл вулакансене хӑйӗн телефонӗ е компьютерӗ çине интернетран мӗнле те пулсан хушăмсем (приложени) кӗртиччен унăн условийӗсемпе тӗплӗн паллашма сӗнчӗ. Хӑш-пӗр хушăм, сӑмахран, ҫыннăн уйрăм информацийӗ ыттисемпе хутшăнма пултарни ҫинчен асӑрхаттарать, нумайӑшӗ вара ҫак условисене вуламасть, паллăсем лартать тата çавна май йывӑрлӑха кӗрсе ӳкет. Марсель Гафаров куар-код урлӑ пӗр-пӗр социаллӑ сетьре авторизаци иртсе, кӗрсе выляма сӗнчӗ. Ҫак ахаль тӗслӗхре те тӗкӗр (зеркальный) сайдсем пуррине  тата вӗсем çыннăн компьютерӗ е телефонӗ ҫинчи пӗтӗм информацие вӑрлама пултарнине те ӑнлантарса пачӗ.

Пирӗн телефонсенче, компьютерсенче харпӑр хӑй даннӑйӗсем нумай пухӑннӑ. Эпир вӗсене вӑрлани, тӗрлӗ тӗллевпе усӑ курни ҫинчен шухӑшламастпӑр та. Ҫак уроксене хутшӑнни маншӑн та усӑллӑ пулчӗ. Вулакансемшӗн вара унӑн усси питӗ пысăк.

– Цифровизаци çинчен пулнă уроксене ытти шкулсенче те ирттерме палӑртса хуратпӑр, – тет Марсель Гафаров.


Нет комментариев