2022 ҫулхи январь уйăхӗ 90, 95 ҫулхи юбилей кунӗсемпе пуян. Ватӑ ҫынсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, район Совечӗн Аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов саламласа, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ ҫырăвӗсене тата район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровӑн парнисене пачӗҫ
Телефонист пулса ӗҫленӗ
Султания Саетгареевна Физханова та Кивӗ Шемӗршел ялӗн хӗрӗ.
– Ача чухне пире хаяр вăрçă ҫулӗсенчи йывăрлăхсене тӳсме, аслисемпе пӗр тан ӗҫлеме, нумай нуша курма тиврӗ, – тесе аса илет Султания аппа хӑйӗн ачалӑх çулӗсене.
1949 ҫултан пуҫласа 1987 ҫулччен Султания аппа Кивӗ Шемӗршел ялӗнче телефонистка пулса ӗҫлет. Ăна ӗҫчен те яваплӑ пулнăран, ӗçне тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланăшăн ертӳçӗсем те, ял-йыш та, пӗрле ӗҫлекенсем те хисеплеҫҫӗ.
1967 ҫулта Султания Саетгареевнапа Адельзян Ахметзянович çемье çавăраççӗ. Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе пурӑнаҫҫӗ. Кӑҫал 55 ҫул пӗрле пурӑнма пуçланине палăртса ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
1970 ҫулта Султания аппана «Ӗçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа» медальпе чыслаççӗ. 1980 ҫулта ӑна ӗҫ ветеранӗ ятне панӑ.
Султания Саетгареевнӑпа Адельзян Ахметзянович иккӗшӗ кăна пурӑнаççӗ. Вăрçă çулӗсем те айăплă-тăр ӗнтӗ – вӗсен ачисем пулмаççӗ. Паянхи кун çемье çумне социаллӑ работника Лейсан Мавлютована ҫирӗплетнӗ. Вӑл кашни кунах вӗсем патне килет, хуҫалӑх ӗçӗсенче пулӑшать. Султания аппан тăванӗсем те вӗсене пӗччен хӑвармаҫҫӗ, килсех тăраҫҫӗ, пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Султанияпа Адельзян Физхановсем, ватӑлса ҫитнӗ пулин те, ахаль лармаҫҫӗ, сурӑхсем те усраççӗ, качакисем те пур. Ҫулла вара кӑвакал-хурсем туянса ӳстереҫҫӗ. Хӑнасене те хапха умне тухса кӗтсе илчӗҫ.
– Хусканура – перекет, сӗтел тулли апат-çимӗç, лавккара мӗн туянас тетӗн çав пур, пӳртӗмӗр ӑшӑ – газпа хутса ăшăтатпăр, Турри сывлăхран кăна ан уйăртăрччӗ, – теççӗ Адельзянпа Султания Физхановсем.
Ферма ҫулӗсем – унăн çамрăклăх çулӗсем
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан аслă çулсенчи çынсенчен пӗри –Таскира Закировна Ханбикова. Ăна 90 ҫула ҫитме телей пӳрнӗ.
Таскира Закировна 4 класс кăна вӗренме пултарнă. Мăшăрӗпе Абдрахман Ханбиковпа ачисене тивӗçлӗ воспитани парса ӳстернӗ, вӗсене тӗплӗ пӗлӳ панă. Абдрахман пичче – вӑрҫӑ ветеранӗ, 2008 ҫулта вилет. Таскира аппан тата пӗр ывӑлӗ, кӗрӳшӗ те пурнăçран уйрăлса кайнă.
Вăл ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ. Ҫулла улма-çырла пахчинче вăй хурсан, хӗлле фермӑра выльӑх-чӗрлӗх пӑхать. Ӑна ВДНХ Хисеп грамотипе, Аслă Çӗнтерӳ ячӗпе юбилей медалӗсемпе, «Ача амăшӗн мухтавӗ» медальпе, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, нумай хут Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ, ӗҫ ветеранӗ.
Паянхи кун вӑл сывлӑхӗпе мухтанма пултараймасть ӗнтӗ (урисем ыратаççӗ, куҫӗсем те начар кураççӗ). Апла пулин те, чун-чӗри çӗкленӳллӗ. Вăрăм ӗмӗрлӗ Таскира Закировнан 10 мӑнукӗ, 7 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
Тӑлӑха хăварса шӑпа сăнанă
Хӗрӗ Фарюза – ăна пулăшакан, чун сиплевӗ паракан.
Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ, тыл ӗҫченӗ Фаруза Мустафаевна Азизова 1927 ҫулта çуралнă.
Шӑпа вӗсене тӗрлӗрен: выҫлӑхпа, чухӑн пурнăçпа, тӑлӑха хăварса та сӑнать. Хӗрача çичӗ çулта чухне ашшӗ вилет. Унтан амӑшӗ каллех качча тухать, тепӗр икӗ хӗр çут тӗнчене килет.
Пӗчӗк Фаруза шкулта тӑрӑшса вӗренет, пилӗк класс пӗтерет. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫитӗннисемпе пӗрле колхозăн уй-хирӗнче ӗҫлет. Тырпул пухса кӗртнӗ, утӑ ҫулнă çӗрте вăй хурать, пучахсемпе эмел курӑкӗсене пуҫтарать, колхозăн выльӑх-чӗрлӗхне пӑхать.
1953 ҫулта пӗр ял çыннине, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннă, суранланса таврăннă Мидхат Азизова качча тухать. Вӗсем килӗштерсе пӗрле 55 ҫул пурӑнаççӗ, 5 ача пӑхса ӳстереççӗ.
Çак çулсен хушшинче Фаруза Азизован икӗ ывӑлӗ, мăшăрӗ те çут тӗнчерен уйрăлса каяççӗ. Хăй те ӗнтӗ нумай ҫул астма чирӗпе кӗрешет. Хуйхи нумай пулнă пулсан та, чун-чӗри ырă пулса юлма пултарнӑ, кӗлӗ (намаз) вулать.
Хальхи вӑхӑтра вӑл кинӗпе Гульсиняпа пурӑнать. Вăл та тӗп никӗсе кин пулса килнӗренпе 40 ҫула яхӑн вӑхӑт иртнӗ.
Фаруза Азизова «Ача амăшӗн мухтавӗ» медалӗпе парнеленнӗ, ӗҫ ветеранӗ.
«Тӑван ялта иртрӗ пурнӑҫ»
Ольга Николаевна Юманова Чӑваш Паснапуç ялӗнче ҫут тӗнчене килет, хӑйӗн ӗмӗрне тӑван ялне халаллать.
Вӗсем çемьере виҫӗ хӗр ӳссе çитӗнеççӗ. Ольга Николаевна – ҫемьере чи асли. Вӑл 9 ҫул тултарсан, ашшӗсӗр тăрса юлаççӗ.
Хӳтӗлекен, арçын пулман ҫемьере пурӑнма, паллах, питӗ йывӑр пулать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче амăшне окоп чавма илсе каяççӗ. Ҫемьери пӗтӗм яваплӑх Ольга Николаевнӑн хулпуҫҫийӗ ҫине тиенет.
Хӑйӗн кӗҫӗн йӑмӑкне качча парсан, амӑшӗпе тата тепӗр йӑмӑкӗпе кăна пурăнаççӗ, хӑйне валли çемье те çавăраймасăр тăрса юлать.
Паян юбиляр Кивӗ Çӗпрел ялӗнче, кӗçӗн йăмăкӗн Вера Кутюмован çемйинче пурӑнать. Вунă çул каялла инкек килсе тухнăран, утайми пулать. Çавăнпа та, пӗччен тăрса юлсан, Ольга Николаевнăна йăмăкӗ хăй патне пурăнма илсе килет. Юбиляр хăйне пăхнăшăн тата хисепленӗшӗн пӗртăванӗн çемйине чунтан тав тăвать.
Хӑнасем килнишӗн те питӗ савӑнчӗ.
– Ялти ахаль çын кăна пулин те, манманшӑн, хисеплесе саламлама килнӗшӗн пысӑк тав сире. Ҫавӑн пекех, ҫӗршыв, район ертӳçисене те тав тӑватӑп, – терӗ вӑл хăйне 95 çулхи юбилейӗпе саламлама килнӗ ертӳҫӗсене ăсатнă май.
«Нумай ӗҫлерӗмӗр, ҫавӑнпа нумай пурӑнатпӑр»
Ҫапла калать Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче пурăнакан Сахау Садретдинович Фахрутдинов. Шӳтлесе каланă сăмахсенче чăнлăх та пур. 10-12 ҫулсенченех колхозра ӗçлеме пуçланă çул çитмен çамрăкăн ӗмӗрӗ колхозра ӗçре иртет.
Вăл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралать. Тетӗшӗсем вӑрҫа тухса каяççӗ. Шел пулин те, вӗсенчен пӗри Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтерме пӗр кун юлсан, вилет. Унччен вӑл тӑванӗсене кӗҫех киле таврӑнатпăр, тесе ҫыру янӑ пулнă.
Мăшăрӗпе Каусария аппапа 60 ҫул ытла пӗрле пурӑнаççӗ, 5 ачана пурнăç парнелеççӗ. Вӗсем ачисен çухатăвӗн йывăр хуйхине тӳссе ирттереççӗ: икӗ ачи пурнăçран уйрăлса каяççӗ.
Хальхи вӑхӑтра хӑйсем туса лартнă тӗп çуртра пӗр-пӗрне тӗрек пулса, пӗр-пӗрне пулӑшса пурăнаççӗ. Телее, кӳршӗре кăна ывăлӗ Наиль çемйипе тӗпленнӗ. Ир пулсанах вӗсем патне чупса кӗреççӗ. Кинӗ Гулюса нумай çул медицина сестри пулса ӗҫлет, аслă çулсенчисен сывлӑхӗшӗн те тӑрӑшакан вăл. Ыттисем пурте: ачисем, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем канмалли тата уяв кунӗсенче тӗп никӗсе килсех çӳреççӗ.
– Колхозра мӗнле ӗҫ пур, эпир унта пултӑмӑр. Унта ӗҫлесех пенсие тухрӑм. Вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхӗ те эпир яланах хусканура пулнӑран, организм ӗҫпе пиҫӗхнӗ пулӗ, – тет юбиляр.
Нет комментариев