Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Сентябрӗн 14-мӗшӗ – Пӗрлехи сасăлав кунӗ

Суйлав – 2025

2025 ҫулхи сентябрӗн 14-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Раисӗн тата вырӑнти власть органӗсен депутачӗсен суйлавӗ иртӗ.

Ҫӗпрел районӗнче пӗрлехи сасӑлав кунӗнче 36 суйлав участокӗ уçăлӗ. Суйлав участокӗсем 07.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен ӗҫлӗҫ.

Суйлавҫа хутшăнакансене кашни участокрах концерт программисем, тӗрлӗ культура мероприятийӗсем кӗттсе тăрӗç.

Тутарстан Республикин Раисне суйланӑ кун автомобиль тата iPhone смартфона выляса илме май пур.

Конкурса хутшӑнас тесен ҫак ӗҫсене пурнӑҫламалла:

– Сентябрӗн 14-мӗшӗнче ТР суйлав участокӗ çумӗнче «Пӗтӗм çемьепе суйлава» текен ятарлӑ сулӑ (ăна сасӑлав хыҫҫӑн суйлав участокӗнчен илме пулать) тӑхӑнса, пӗтӗм ҫемьепе сӑн ӳкерӗнмелле;

– сӑн ӳкерчӗке #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга текен икӗ обязательнăй хэштегпа «ВКонтакте» социаллӑ сетьри хăвăрăн страницӑра вырнаҫтармалла.

– ҫемьепе сӑн ӳкерчӗке суйлав участокӗ умӗнче (тулаш енчен) тумалла. Сӑн ӳкерчӗкре суйлав участокне кӗнӗ вырăнта палăракан  элементсем: ҫырни, плакат, баннер курӑнмалла.

– сӑн ӳкерчӗкре суйлав участокӗсенче сасӑлакансене паракан ятарлӑ сулӑ (сахалтан та пӗрре) курӑнма тивӗçлӗ.

– #ВсейСемьейНаВыборы тата #ТатарстанАлга хэштегӗсем сӑн ӳкерчӗке вырнаçтарнă пӗр постра пулмалла (комментарисенче мар).

– парнесен вӑййине хутшӑнаканӑн «ВКонтакте» социаллӑ сетьри харпӑр страницине ӳкерсе вырнаҫтарнӑ сӑн ӳкерчӗкӗсем хутшӑнаҫҫӗ (фотоконкурс ирттернӗ чухне хутшӑнаканӑн харпӑр страници уҫӑ пулма тивӗçлӗ, аккаунт 18 ҫула ҫитнӗ ҫыннӑн пулмалла).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев