Сентябрь уйӑхӗнче улшӑнусем пулӗç
Водительсене «сюрпризсем» кӗтеççӗ
Улшӑнусем патшалӑх пошлинине, ятарлӑ сигналлă транспорта çул парассине, водитель удостоверенийӗ илмелли ҫӗнӗ медицина требованийӗсене тата ыттине пырса тивеҫҫӗ.
Патшалӑх пошлини ӳсет
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен водительсем валли патшалӑх пошлинин виҫине ӳстерекен закон вӑя кӗрет. Тӗслӗхрен, автомобиль номерӗсене регистрацилесси 2 000 тенкӗ вырӑнне 3 000 тенкӗ пулӗ. Мотоциклсемпе прицепсем валли номерсем вара – 2 250 тенкӗ (ӗлӗк 1 500 тенкӗччӗ). Металран тунӑ транзит номерӗсемшӗн 2 400 тенкӗ, хутран тунисемшӗн 300 тенкӗ тӳлеме тивӗ. ПТС илме халӗ 1 200 тенкӗ тӑрать, унта улшӑнусем кӗртме – 525 тенкӗ. Хӑрушӑ çăксене турттарма ирӗк пани ҫинчен калакан свидетельствӑшӑн 2 250 тенкӗ тӳлеме тивӗ, тӑснӑшӑн – 1 500 тенкӗ тӳлеме тӳрӗ килӗ.
Водитель удостоверенине илессишӗн плошлина тӳлевӗ икӗ хут ӳснӗ: пластик удостоверени халӗ 4 000 тенкӗ тӑрать, пӗтӗм тӗнчери удостоверени — 3 200 тенкӗ. Хальлӗхе паман чиплă ҫӗнӗ йышши правасемшӗн 6 000 тенкӗ пошлина палӑртнӑ.
Чи пысӑк ӳсӗм – виҫӗ хут – транспорт хатӗрне регистрацилени ҫинчен калакан свидетельствӑна пырса тивет: хут варианчӗ халӗ 1 500 тенкӗ тӑрать, ҫӗнӗ тӗслӗхри пластик вариант – 4 500 тенкӗ. Автомобиль конструкцине улӑштарма ирӗк пани тата ҫӗнӗ требованисене тивӗҫтерни ҫинчен калакан свидетельство та, çаплах, 3 000 тата 4 500 тенке ҫити хакланӗ.
Ҫӗнӗ медицина кăтартăвӗсем
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен, çаплах, Раҫҫейре автомобильпе усӑ курмалли медицина кӑтартӑвӗсен тата чарусен списокӗ те улшӑнӗ. Тивӗҫлӗ постановление Премьер-министр Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен» Федераци законне улшӑнусем кӗртеҫҫӗ.
Руль умне ларма юраман чирсен списокӗ:
– психика чирӗсем;
– шизофрени, шизотиплă тата арпашакан чирсем;
– кӑмӑл пӑсӑлни (аффектлӑ кăлтăксем);
– стреспа ҫыхӑннӑ невротика тата соматоморфăллă чирсем;
– ӑс-тӑн енчен кая юлни;
– психологи аталанӑвӗн пӗтӗмӗшле кӑлтӑкӗсем;
– психоактивлӑ веществосемпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ психика енчен кăлтăксем;
– эпилепси;
– тӗссене уйӑрмалли аномалисем;
– бинокулярлӑ суккӑрлӑх.
«Ӑслӑ камерӑсем» ҫинчен
2025 ҫул вӗҫлениччен ГАИ автомобилӗсене ҫӗнӗ камерӑсемпе тивӗҫтерӗҫ. Кун пирки ведомство пуҫлӑхӗ Михаил Черников «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Ун сӑмахӗсемпе, ҫакнашкал мобильлӗ комплекссем нумай функци илӗҫ. Тӗслӗхрен, вӗсем машинăсен юхăмӗнче шыравра пулнă транспорта, ҫавӑн пекех, прависене туртса илнӗ водительсене тупма пултарӗҫ. Паллах, кун пек камерӑсем çул-йӗр правилисене пăсакансене те ӳкерсе илӗç.
Ятарлӑ сигналлă транспорта ирттерсе яманшӑн айӑплав çирӗпрех пулать
Халӗ «мигалкӑллӑ» машинӑна ирттерсе яманшӑн 7 500 тенкӗрен пуҫласа 10 000 тенкӗ таран штраф тӳлеттерӗç е 6 уйӑхран пуҫласа 12 уйӑх таран водитель прависӗр хӑварӗç.
Правилӑсемпе килӗшӳллӗн, мигалкăллă транспорт курăнсан, водителӗн хӑйӗн автомобильне юнашар полоса çине е ҫул хӗррине куҫармалла. Ятарлӑ транспортпа пӗр ретре пӗр хӑвӑртлӑхпа пыма та юрамасть.
Питбайкер-семшӗн штрафсем
Пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем тӑрӑх питбайкпа ҫӳренӗшӗн штрафлама тытӑнӗҫ. Çул-йӗр правилисене тивӗҫлӗ тӳрлетӳсем кӗртессине ГАИ хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Ҫӗнӗ требованисене пӑсакансене 30 пин тенкӗ таран штраф пама пуçлӗç.
Мини-мотоциклсем, е питбайксем, спорт хатӗрӗсен категорине кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене учета тӑратма кирлӗ мар. Унсӑр пуҫне, вӗсемпе ҫул çинче ҫӳреме удостоверени кирлӗ мар. Анчах та пӗтӗмӗшле усӑ куракан ҫулсем ҫинче кун пек транспортпа ҫӳреме юрамасть.
Наказани çирӗпрех пулать
Патшалӑх думи, хӑй черечӗпе, ытла шавлӑ автомобильсемпе мотоциклсем валли наказани хытарассине пӑхса тухӗ. Тивӗҫлӗ закон проекчӗ пӗрремӗш вулав процедуринчен иртрӗ, иккӗмӗш вулава хатӗрленет. Пуҫару «симӗс ҫутӑ» илсен, кунашкал транспорт хуҫисемшӗн штраф пӗр харӑсах вунӑ хут ӳсӗ. Халӗ закона пӑсакансем «шӑв-шавшӑн» 500 тенкӗ ҫеҫ тӳлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ требованисене Раҫҫей ҫулӗсем ҫинче «Эфир» ятлӑ ҫӗнӗ камерӑсем хута яма хатӗрленнӗ май сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫак комплекссем иртсе ҫӳрекен транспорт шавӗн шайне виҫме пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра оборудовани валли Росстандарт сертификатне панӑ та ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев