Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Шăпа (Хамăн пурнăç çинчен кӗскен)

Николай Журавлев, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.

Çамрăк эпӗ, ан тив, шухăшпала,

Çитмӗл тăххăра çитейрӗм пулмалла.

Ачаран эп юратрăм ырра,

Халӗ те, çаплах, тавах Турра!

 

Аннем парнеленӗ шух чӗре,

Пурăнма  хистерӗ пуль ӗçре:

Пăрăнман манран кӗтӳç пушши,

Кулач çитерет пурнăç нуши.

 

Казахстан çеремӗ асăмрах,

Ырă тӗлӗк пек маншăн юлтăрах.

Кубаньре эп туртартăм тырпул,

(Ăçта çитермест пире кун-çул?)

 

Пурнăçра шофер йывăр ӗçне,

Çамрăклах тиерӗм чун çине!

«ГАЗ»ран пуçласа «КамАЗ» таран,

Утмăл çул каймарӗç аллăмран.

 

Пурнăçа юратнă мăшăрпа

Ирттерме пиллерӗ-çке шăпа,

Ачасем те юратса пире

Малалла тăсаççӗ ӗмӗре.

 

Çӗр çинче ӳстертӗм ачасем,

Çурт çӗкленӗ, лартрăм йывăçсем.

Турăм пек тăвас виçӗ ӗçе,

Анчах шухăшсем манран инçе.

 

Мӗн çитмест?.. Эп йăлăнап Турра

Юратма вӗрент мана ырра!

Тунă çылăхсемшӗн каçарса,

Туррăм, тӗреклет вăй-хал парса!

 

Çаврăнать-и пурнăç урапи,

Тӗрлӗрен пулсан та çын шăпи?

Чун, ан тив, килмест ик ӗмӗре, –

Çăлтăрăм çунать-ха тӳпере.

 

Сывнă мăнуксен туйӗсенче,

Ман пулас килет çын хушшинче.

Калăттăм: – Пехил сире, пеххил!

Тулли пултăр пирӗн тăван кил!

 

Ваттисен парайнă пехиле

Çитерӗр илсе кашни киле.

Эпир такăрлатнă çул-йӗре

Халь çӗнетӗр! Ан манăр пире!

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев