Росгвардеец Инсаф
Инсаф Хафизов 2021 ҫулхи июнь уйӑхӗнче çар службине кайнă.
Аслă Чăнлă ялӗнче 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Олимпи резервӗсен Ульяновск хулинчи спорт техникумне вӗренме кӗрет. Дипломлă специалист чи малтанах ҫар службинче пулассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать. Хусанти çар комиссариатӗнче пулнӑ чухне ӑна Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен Ростов облаҫӗнчи «Росгварди» пек яваплӑ подразделенине палăртаççӗ.
Ӳт-пӗвӗ енчен, мораль тӗлӗшӗнчен ҫирӗп, спортпа интересленекен каччӑ аптраса ӳкмест, хӑвӑрт хушăра командирсен тата пӗрле службăра тăракансен хушшинче хисеп çӗнсе илет. Унӑн çарти службине те командирсем лайӑх енчен хаклаççӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе янӑ Тав ҫырăвӗ те ҫакна ҫирӗплетсе парать.
Инсафăн ашшӗпе амăшӗ, Ильдар тата Элмира, иккӗшӗ те яланах тӑван ялӗнче ӗçре. Паллах ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшне те хӑйсен ывӑлӗ элита чаçӗсенчен пӗринче лайăх служить туни – пысăк савăнăç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев