Районта ҫул ҫинче вилнисене асăнса
Хыпарсем

Районта ҫул ҫинче вилнисене асăнса

Районта ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилнисене аса илчӗç.

Ноябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен районта асӑну кунне халалланӑ мероприятисем иртрӗç.  Çавсенчен пӗри Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче пулчӗ.

Мероприятире  районти Ӗç тăвакан комитетăн ҫумӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссин ертӳçи Данис Сатдинов, районти ГИБДД пайӗн инспекторӗ Рамиль Шарапов, «Çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» управленийӗн Пăвари уйрӑмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитова, директорăн вӗренӳпе производство ӗҫӗсен енӗпе çумӗ Артем Солдатов хутшӑнчӗҫ.

– Ҫул-йӗр-транспорпт инкекӗсен тӗп сӑлтавӗсем пулса чылай чухне хӑвӑртлӑха ӳстерни, хирӗҫ килекен полоса ҫине тухни, тимсӗрлӗх, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхăнманни, руль тытса пынă чухне телефонпа калаҫни тата транспорт хатӗрӗсене ӳсӗр пуçпа çӳретни шутланаҫҫӗ. Кӗркуннен юлашки уйӑхне те вӗçлесе пыратпăр, кун кӗскелсе пырать. Каҫхине тӗттӗмре водитель ҫул урлă каҫакан е ҫул хӗррипе утакан ҫуран ҫынна хăвăрт хушăра асӑрхаса илме ӗлкӗреймест. Ҫавӑнпа та ҫуран ҫӳрекенсен тумӗ çинче ҫутта тавăракан элементсем пулни кирлӗ, – терӗ студентсен умӗнче Лилия Вахитов тухса калçса.

Мероприяти ирттернӗ май студентсене автотранспорта ӳсӗртекен шӗвек ӗçнӗ май çӳретни тата ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен видеоролик кӑтартрӗҫ.

Данис Сатдинов Хусанта иртнӗ «Автосессия – 2021»  студентсен хушшинчи республика конкурсӗн зонăри этапӗнче хутшăнса,  5-мӗш вырӑн йышӑннӑ техникумӑн командине Диплом тата хаклӑ парнесем пачӗ.

 

Справка

Çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилнисене асăнмалли Пӗтӗм тӗнчери куна,  2005 ҫултан пуçласа, паллӑ тума пуҫларӗç. Ҫак дата паян та ҫивӗч, мӗншӗн тесен ҫул ҫинчи автомобильсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать, ҫул-йӗр- транспорт инкекӗсенче ҫынсем суранланаççӗ, пурнăçӗсем кӗскелеççӗ.

Кӑҫалхи çулăн 10 уйӑхӗ хушшинче Тутарстан Республикинче 2933 ҫул-йӗр- транспорт аварийӗсем пулса иртнӗ,  вӗсенче 3618 ҫын суранланнӑ, 251 ҫын вилнӗ. 16 çула çитичченхи ачасем хутшăннипе 389 çул çинчи инкеке регистрациленӗ. Вӗсенче 418 ача çан-çурăм суранӗ илнӗ, 11 ача вилнӗ. Мӗнпур çул-йӗр-транспорт аварисен ҫуррийӗ ҫынсем хутшӑннипе пулса иртнӗ.

2021 ҫулхи вунӑ уйӑх хушшинче район территорийӗнче  7 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, 6 ҫын вилнӗ, ҫав шутра 1 ача,  тӗрлӗ шайра суранланнă.

 


Нет комментариев