Раиль ҫемьере иккӗмӗш ача пулса çуралнă. Тетӗшӗ Раиф та ҫарта пулнӑ, Каспи тинӗсӗн флотилийӗнче, тинӗс пехотин десантникӗ пулса службăра тăнă.
Кӑҫал, июнь уйӑхӗнче Çӗнӗ Кахăрлă ялӗн каччине Раиль Ихсахова Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ăсатнăранпа пӗр ҫул пулать.
Раиль ӳт-пӗвӗпе ҫирӗп пулнине курса, ӑна Новосибирск хулине, сывлӑш десант ҫарӗсене (ВДВ) хатӗрлеме 6 уйӑхлӑх курссене вӗренме яраççӗ. Унта вӗсене парашютпа сикме тата ытти ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене вӗрентеҫҫӗ. Иртнӗ çул, декабрь пуҫламӑшӗнче, Владикавказ хулинчи ҫар чаҫӗсенчен пӗрне куҫараççӗ.
Раиль пуçне усмасть. Унӑн çар службине командирсем те пысӑка хурса хаклаççӗ. Нумаях пулмасть пирӗн ентешӗмӗре дисциплинӑшӑн, командирсен приказӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата çар хатӗрлӗхӗ енӗпе лайăх паллăсене тивӗçлӗ пулнăшăн грамота панӑ. Ашшӗпе амăшӗ, Равиль Ишмухаметовичпа Гульшат Нургасимовна, ячӗпе те часть командирӗнчен Тав ҫырӑвӗ килнӗ.
Нет комментариев