Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет килет
Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи çуртсене пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа тата GPON технологийӗ енӗпе цифра телекуравӗпе ҫыхӑнтарма пуçларӗç
Раҫҫей цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» общество халӑх пурӑнакан вырӑнсене карас ҫыхӑнӑвӗпе тата Интернет сечӗпе çыхăнтарас енӗпе 2030 çулчченхи тапхăр валли шутланнă программăна вăя кӗртеççӗ.
Раҫҫейре 2030 ҫул тӗлне халӑх пурӑнакан 24 пин ытла пункта мобильлӗ ҫыхӑнупа тивӗҫтерӗҫ. Çите çул 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран халăхӗ пулнă ялсен 10 проценчӗ 4G (LTE) мобильлӗ çыхăнура пулӗ. Çаплах, республика бюджетӗнчен ялти 1710 медицина пункчӗсенче тӳлевсӗр панă компьютерсем вырнаҫтарӗҫ.
Тутарстанра 2019-2021 ҫулсенче 3 527 социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисене волоконпа оптика ҫыхӑнӑвӗн пулăшăвӗпе Интернет сечӗпе çыхăнтарнă.
Ҫак кунсенче Кивӗ Чукал ял ҫыннисен хуҫалӑхӗсенче волоконпа оптика линийӗсем хывас тата абонентсене GPON технологипе цифра телекуравӗпе çыхăнтарас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
– Хальхи технологисен пулăшăвӗпе вырӑнти халăха оптика кабелӗ енӗпе Интернета пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗме май пулӗ, вăл 500 Мбит/с хăвăртлăхпа ӗçлет. Малашне те районта интернета лайӑхлатас енӗпе ӗçсем илсе пыраççӗ. Планра – районти мӗнпур халӑх пурӑнакан вырӑнсене çити, ҫавӑн пекех нумай хваттерлӗ ҫуртсене те волоконпа оптика ҫыхӑнӑвӗсен линийӗсене тăсасси. Ӗçсенчен чылай пайне çитес «Цифра аталанӑвӗн çулӗнче» пурнăçлӗç, – тесе пӗлтерчӗ «Таттелеком» компанийӗн районти филиалӗн ертӳҫи Алмаз Валиуллов.
Справка
Тутарстанра 1335 халӑх пурӑнакан пунктра мобиллӗ май интернета кӗме май ҫук, 624 ялта вара хальлӗхе Интернет ҫук.
Çитес 2022 ҫула Тутарстанра «Цифра аталанӑвӗн çулталӑкӗ» тесе пӗлтерчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев