Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Пушар ҫинчен пӗлтерекен хатӗр вырнаçтар – хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусене упра!» акцие хутшӑнни!

01 хыпарлать

Раҫҫей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ТР Тӗп управленийӗ «Пушар ҫинчен пӗлтерекен хатӗр вырнаçтар – хăвăн ҫывӑх ҫыннусене упра!» текен акци йышăнма сӗнчӗ.

– Район территорийӗнче пурăнакан кашни çын çак акцие хутшăнса, автономлă пушар çинчен систерекен хатӗре ашшӗ-амӑшӗсен, аслашшӗ-асламӑшӗсен, пиччӗш-шӑллӗсен, кӳршисен, тӑван-хурӑнташӗсен, пӗр-пӗччен пурӑнакан пӗр ял çыннисен çуртне, хăйӗн укçипе туянса, вырнаçтарма пултарать. Ку пушар хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессишӗн кашнин тӳпи пулать.

Акци çумне районта çуралса аякра пурăнакан финанс майӗсем пулнă çынсем те: бизнеспа общество представителӗсем, меценантсем тата сӳрӗк пулманнисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ, – тет Инсаф Шакиров. Пӗр автономлă пушар çинчен хыпар пӗлтерекен хатӗрӗн хакӗ 300 тенкӗ тăрать, мачча ҫине вырнаҫтарма пурӗ те икӗ шуруп кăна кирлӗ.

Тӗтӗм-пушар тухни çинчен пӗлтерекен хатӗрсен ӗҫӗн кăтартăвне пула нумай çыннăн пурнӑҫне сыхласа хӑварнă тӗслӗхсем чылай. Сӑмахран, 2020 ҫулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче Алексеевск районӗнче уйрӑм ҫуртра пушар тухнӑ. 14 ҫулхи ача пушар çинчен систерекен хатӗрӗн сигналне илтет, çавна май хӑйӗн тӑванӗсене – 10 ҫулти тата 7 ҫулти йӗкӗрешсене-ҫӑлса хӑварать, ачасен амӑшӗ пушар вӑхӑтӗнче ӗҫре пулнӑ. Çакӑн пек инкек кӑҫалхи октябрӗн 19-мӗшӗнче Питреч районӗнчи Пановка ялӗнче те пулса иртет. Наказанисене пурнӑҫлаттаракан федераллă службăн икӗ ӗҫченӗ 1 Мая урамӗнче пулнӑ чухне пушар çинчен пӗлтерекен хатӗрӗн сассине илтнӗ. Вӗсем пӳрте тӗтӗм ӑшне кӗрсен, тӑнсӑр выртакан арҫынна кураҫҫӗ те ӑна килтен илсе тухаççӗ, пушар службине пӗлтереҫҫӗ. Сиен курнӑ арҫын сывă юлнӑ.

 

Пурăнмалли секторта пушарсен шучӗ ӳснӗ

Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче пушарсене тишкерсе анализ тунă хыççăн, иртнӗ тапхӑрта пӗтӗмӗшле пушарсен шучӗ 17 единица чакнă, ҫав хушӑрах пурӑнмалли секторта пушарсен шучӗ ӳсни палӑрнă.

Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн аслӑ инспекторӗ Инсаф Шакиров каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытăнса 10 уйӑх хушшинче Тутарстанра пушарсен шучӗ 10 процент (4962 пуçласа 5489 таран) ӳснӗ. Вӗсем килсе тухнин тӗп сӑлтавӗсем –  вут-ҫулӑмпа асӑрханусăр ӗçлени, электрооборудовани вырнаҫтармалли тата эксплуатацилемелли правилӑсене пӑсни.

Аслӑ инспектор Тутарстанра пушарсенче çынсем вилнипе çыхăннă лару-тăру ҫивӗч пулнине, паянхи кун кӑтартӑвӗсем пӗлтӗрхи кӑтартусенчен 19 процент ытларах пулнине палӑртрӗ. Пушарта вилекен çынсен тӗп пайӗ пурӑнмалли сектора пырса  тивет, вӗсенчен 63% вара ӳсӗр пулнă.

Çакна пӗлмелле!

Пушар килсе тухнă вăхăтра кӗсье е стационарлă телефон урлă шăнкăравламалли номерсем:

112 – Васкавлă пулăшăвăн пӗрлехи номерӗ;

101 – Пушар надзорӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев