Пушарсен шучӗ ӳснӗ
Хăрушсăрлăх
Район администрацийӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑрусене асӑрхаттарас тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан канашлӑва предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем тата ведомствӑсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗп докладпа Пӑва тата Çӗпрел районӗсенчи пушар надзорӗн аслӑ дознавателӗ Ильдус Валиуллин тухса калаҫрӗ. Вӑл район территорийӗнче тухнӑ пушарсене анализ турӗ, пушар тухнин тӗп сӑлтавӗсене каласа иртрӗ.
– Кӗрхи-хӗллехи тапхӑр пуҫлансан пушар хӑрушлӑхӗ чылай ӳсет, – тесе пӗлтерчӗ Ильдус Валиуллин. – Пушарсен тӗп сӑлтавӗ – ытларах кӑмакасене эксплуатацилемелли правилӑсене пӑхӑнманни, электричество пралукӗсем юсавсӑрри тата пирус туртнӑ, ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне вутпа асӑрханусӑр усӑ курни.
Хӑрушлӑхсем сиксе тухнин сӑлтавӗсенче хӑш чухне граждансен уйрӑм ушкӑнӗсем: ӳсӗр пулнисем, 60 ҫултан иртнисем, пӗччен пурăнакансем, вӑй-хал енчен хавшакрах çынсем пулса тӑраҫҫӗ.
Аслӑ дознаватель инкеклӗ тӗслӗхсем те илсе кӑтартрӗ. Сӑмахран, 2025 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Мамадыш районӗнче уйрӑм ҫуртра килсе тухнă пушарта икӗ ҫыннăн пурнăçӗ татăлнă. Сӑлтавӗ – эрех-сӑра ытлашши ӗҫни. Хуҫалӑха газ пама пӑрахнӑ пулнă.
Докладчик, çаплах, пушар тухнӑ ҫуртсенче пуринче те тенӗ пекех автономлӑ пушар извещателӗсем пулманнине те палӑртса иртрӗ.
«Ҫак хатӗрсем хӑйсен тухӑҫлӑхне кӑтартса пачӗҫ. 2024 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче пушар çинчен пӗлтерекен хатӗр 88 ҫулти хӗрарӑмӑн, Пӑва районӗнче 8 ҫынран тӑракан нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӑлса хӑварчӗ», – терӗ вӑл.
Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене газпа тата электричествӑпа тивӗҫтерме пӑрахнӑ ҫуртсене контрольте тытассине вӑйлатма хушрӗ, мӗнпур граждансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнма чӗнсе каларӗ.
Справка
2025 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче пушарсен шучӗ 2024 ҫулхипе танлаштарсан 20 таран ӳснӗ. Пушарсенче 3 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, иртнӗ çул инкеклӗ тӗслӗхсем палӑрман. Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, çунса вилнисенчен иккӗшӗ ӳсӗр пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев