«Пурнӑҫа хаклама вӗрентӗм»
Хыпарсем

«Пурнӑҫа хаклама вӗрентӗм»

Фуат Сафин «Пăва газӗ» эксплуатаципе производство управленийӗн корпоратива хӳтӗлекен службин инспекторӗ пулса ӗçлет, «Паттăрлăх» орденӗн кавалерӗ, «Паттăрлăхшăн» медальпе парнеленнӗ (1999 ҫулта Чечен Республикинче службӑра пулнӑ).

– Эпӗ салтака 1998 ҫулта кайрăм, Псков хулинче вырнаҫнă чаҫре сывлӑш десант ҫарӗсенче пулеметчик пулса службăра тăтăм. Канма вӑхӑт ҫитсен, киле ямарӗҫ. Кану вырӑнне 10 кунлӑх ҫар вӗренӗвӗсене ячӗç. Унтан пире Чечня Республикине ӑсатрӗҫ. Ку – 1999 ҫулта пулчӗ.

Чечня Республикинче эпӗ санитар пулса службăра тăтăм, йывӑр ҫапӑҫусене хутшӑнма тӳрӗ килчӗ. Халӑх пурӑнакан вырӑнсене боевиксенчен хӑтартăмăр. Ҫакӑн пек ҫапӑҫусем хыҫҫӑн «Паттăрлăх» орденне тивӗçлӗ пултăм. «Паттăрлăхшăн» медальпе парнеленесси ҫинчен кайран ҫеҫ пӗлтӗм – Пскова таврӑнсан.

Ҫара кайнӑ чухне эпир, 18-19 ҫулсенчи каччăсем, ҫаксене пурне те тӳссе ирттерӗпӗр тесе шутламанччӗ те. Юлташсем суранланнине, вилнине курни – пурнӑҫ енӗпе манăн шухăшсене питӗ çирӗп улăштарчӗ. Ҫарти служба мана пурнӑҫа хаклама вӗрентрӗ, пуринчен ытла хамӑн атте-аннен, ҫывӑх ҫынсен пурнăçӗшӗн, вӗсемшӗн тăрăшса, вӗсене пулăшса пурăнма кирлине ӑнлантарчӗ, – тет вăл.


Нет комментариев