Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиҫӗ 2021 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçланса апрелӗн 30-мӗшӗччен иртӗ

Халăх перепиçне 2020 çулхи октябрь уйӑхӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ. Коронавирус инфекцийӗн эпидемийӗ сарăлнине пула,  2021 ҫулхи апрель уйӑхне куҫарма йышăннăччӗ.

Хальхи вӑхӑтри техника прогресӗ мала кайнăран мӗнпур тӗрлӗ сведенисем цифрăллă форматра пухăнса пыраççӗ. Ҫакӑ ҫавӑн пекех 2021 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 30-мӗшӗччен ирттерекен 2020 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиçне  те пырса тивӗ,  тесе хыпарлать Пӗтӗм Раççейри халăх перепиçӗн ыйтăвӗсем енӗпе районти  уполномоченнӑй представителӗ Андриан Борисов.

– Ҫак паха кампани пынă вăхăтра шута илекенсен ӗҫӗ самаях çăмăлланӗ – хут анкетăсене çырса тултармалла мар, пӗтӗм даннăйсене планшет компьютерсем ҫинче пуҫтарӗҫ. Вӗсенче вырнаçтарнă программӑсем тӗрӗс пулман даннăйсене кӗртессине,  е тепӗр хут çырнине йышӑнмӗҫ, – тет Андриан Борисов.

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиçӗ пӗрремӗш хут нумай каналлă форматпа иртет. Раҫҫейре пурӑнакан кашни ҫын хӑйне тата хӑйӗн ҫемйине патшалӑх пулăшăвӗн порталӗнче регистрацилеме пултарать. Ҫавӑн пекех, çак мероприятире нумай функциллӗ  центрсенче е пурăнмалли вырăнӗ енӗпе стационарла шута илмелли  участоксене килсе те  хутшӑнма пулать.

Маларах асӑннӑ вырӑнсенчен пӗринче те хăй çинчен даннăй хӑварманнисен пурӑнакан, е  пулнă вырӑнӗсем енӗпе ыйтăма регистраторсем пурнăçлаççӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиçне ирттерессишӗн Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн территорийӗнче 6 перепись участокӗ йӗркеленӗ, вӗсем территориаллă майпа 38 шут-хисеп участокӗ тата 6 стационарлă участоксем çине пайланнă. Пурӑнакан вырӑнӗ енӗпе ыйтăма 38 регистратор пурнăçлать, стационарлă участоксенче 6 регистратор йышăнать.

Регистраторсене уйрăм тумтир (экипировка) – Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиçӗн 2020 çулăн символикине ӳкернӗ çутта тавăракан жилет тата шарф, портфель, хунар, ҫавӑн пекех ятарлӑ удостоверени парӗç.

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх перепиçӗн пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх, халӑх калӑпӑшӗпе структури, унăн социаллă-экономикин характеристикисем, наци тата лингвистика составӗ, пӗлӳ шайӗпе официаллӑ статистика информацийӗ йӗркеленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев