Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Пӗрремӗш Президент

Çынсем

Пурнӑҫӗ район, Тутарстан аталанӑвӗпе ҫыхӑнса пынă «Цильна» обществӑн директорӗ Барис Гафуров Минтимер Шаймиев çинчен

 

Раҫҫейӗн историйӗнче 90-мӗш ҫулсем питӗ пӑтранчӑк тапхӑр пулнине нумайӑшӗ астӑвать пулӗ. Минтимер Шарипович Шаймиев шăпах  çав çулсенче çивӗч ăс-тăнлă, малашлăха кура пӗлнине пула Тутарстанра нацисен хушшинчи килӗшӳлӗхе сыхласа хӑварма тата республикӑн малашнехи аталанӑвӗн никӗсне хывма пултарчӗ.  «Тутарстанăн аталанӑвӗн тата строительствин модельне» вӗреннӗ, паян та нумай политиксене интереслентерет.

Вăл ертсе пынӑ ҫулсенче Тутарстан кивӗ ҫурт-йӗре, газификацие, аграри секторне, авиапрома, нефть тата нефтехими промышленноҫне, хӑватлӑ строительство комплексне, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗсене тата ытти тытăмсене аталантарас енӗпе малта пычӗ, апла кăна та мар, тата Тутарстанра ӗçленнӗ программăсемпе Раççей шайӗнче танлашаканни çукчӗ. Çав вӑхӑтрах Минтимер Шаймиев федераци центрӗпе тухӑҫлӑ ҫыхӑну никӗсне хыврӗ. Тутарстан социаллӑ-экономика аталанӑвӗн тата инвестици илӗртӳлӗхӗн кӑтартӑвӗсемпе малта пыракан пилӗк регион-лидер йышне кӗчӗ. Ку паян та ҫаплах.

Тутарстана ертсе пынӑ ҫулсенче Минтимер Шарипович Ҫӗпрел районне час-часах килсе ҫӳрерӗ. Ялта ҫуралса ӳснӗ тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен проблемисене тарӑн ӑнланакан ҫын пулнӑ май вӑл халӑхпа, пирӗнпе тӗл пулмасăр нихӑҫан та каймастчӗ. Районта туса лартнă, тӗпрен юсанӑ шкулсене, Культура çурчӗсене, районти тӗп больницăн хӑш-пӗр корпусӗсене шӑпах вăл пулăшнипе юсаса ҫӗнетнӗ.

Астӑватӑп-ха, Минтимер Шарипович 2008 ҫулăн декабрь  уйăхӗнче пирӗн района ӗç визичӗпе килнӗччӗ. Вӑл унччен те Пăрăнтăк рабочи поселокӗнче çӗнӗ элеватор, арман, Кивӗ Кахăрлă ялӗнче Культура çурчӗ, Кивӗ Ҫӗпрел, Шланка ялӗсенчи шкулсене тата ытти мероприятисенче уҫма хутшӑннӑччӗ. Мӗншӗн шӑпах 2008 ҫул асра юлчӗ,  тесен, ун чухне Тутарстан Республикин ертӳҫи районăн, çав вăхăтрах демографи(!) аталăвӗсене те лайăх енчен  палӑртрӗ. Тутарстан пуҫлӑхӗ ун чухне 1 номерлӗ Ҫӗпрел  вӑтам шкулӗн сентябрьте туса пӗтернӗ ҫӗнӗ зданийӗнче пулнӑччӗ. Вӑл спортзала, столовӑя, метала ӗçе кӗртекен мастерскоя тата пуҫламӑш классен кабинечӗсене пăхрӗ, пуҫламӑш классенче уроксенче те ларчӗ. Ҫав кунах районти тӗп больницăн сиплев корпусӗ уҫӑлчӗ. Минтимер Шаймиевпа пӗрле, эпир ҫак пулăмăн свидетелӗсем пулса тӑтӑмӑр. 

Паян ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев Тутарстаншӑн пысӑк ӗҫсене малалла пурнӑҫлать. Çӗршыв шайӗнчисенчен Пӑлхар музей-заповедникӗ, Свияжск-утрав-хула  çӗнелни – чи анлӑ сарӑлнӑ ӗҫсенчен пӗри шутланать. Эпир ăна, наци туйăмлă тата  çӗкленӳллӗ кăмăллă çын пулнă май, тутар юррисен тӗрлӗ фестивалӗсенче те, тӗлпулусенче те куратпӑр. Тӗл пулсан  – пӗрне-пӗри ыталаса, саламлатпăр.

Минтимер Шаймиевпа ҫыхӑннӑ асаилӳсене «Известия» хаҫатӑн редакцийӗнчен те ыйтса илнӗччӗ. Çак хаҫат Тутарстан Республикин Пӗрремӗш Президентне 85 ҫулхи юбилейпа саламланине те пичетлесе кӑларчӗ. «Туган як» («Тăван ен») хаҫат урлӑ та Пӗрремӗш Президентăмăра Минитимер Шаймиева юбилей ячӗпе саламлатӑп. Иксӗлми энерги, ырлăх-сывлӑх сунатӑп.

Редакцирен: Тутарстан Республикин Пӗрремӗш Президентне Минтимер Шарипович Шаймиева 85 ҫул тултарнă ятпа саламлатпӑр. Тутарстана Раҫҫейре «телей утравӗ» тунӑ ертӳҫӗне ҫирӗп сывлӑх тата савӑнӑҫ сунатпӑр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев