Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Професси: ӑруран ӑрӑва

Районти тӗп больницӑн терапи уйрӑмӗн аслӑ медицина сестри Эльза Фиолетовна Айзатуллова профессие суйласа илес тӗлӗшпе амăшӗ витӗм кӳни ҫинчен калать.

«Фельдшер пулса ӗҫлекен анне чирлисене йышӑннине, вӗсене укол тунине эпӗ ачаранпах курса ӳсрӗм. Ҫавӑнпа та эпӗ малашлăха мӗнле профессие суйласа илесси паллӑччӗ ӗнтӗ, — тет вӑл. — Медицина сестри пулнӑшӑн эпӗ пӗрре те ӳкӗнмерӗм. Диплом илсен анне: «Хӗрӗм, суйласа илнӗ профессие тӳрре кăларса ӗçле! Санӑн тӗп тивӗçӳ — ҫынсене пулӑшасси», — терӗ. Анне сӑмахӗсем маншăн ӗмӗр тӑршшӗпех асра. Ҫӗр ҫинче пурте сывлӑхлӑ пулччӑр тетӗп. Эпӗ ҫынсене хам пултарнӑ таран пулӑшма тăрăшатăп.

Эльза Кивӗ Чукал вӑтам шкулӗнчен лайӑх паллăсемпе кăна вӗренсе тухать, 1989 ҫулта Пӑвари медицина училищине вӗренме кӗрет. Кунта вӑл тӑрӑшса вӗренет, предметсене тӗплӗ алла илессишӗн хушма литературӑпа нумай усă курать. 

Эльза Фиолетовнан ӗҫ çулӗ районти больницӑн терапи уйрӑмӗнчи постра медицина сестри пулнă май пуҫланать. Çав çулсенче çак уйрăма тӗлӗнмелле пултаруллӑ врач Шаукат Якупов ертсе пырать. Вӑл ертсе пынипе ҫамрӑк специалист малтанхи ӗҫ хӑнӑхӑвӗсене илет. Усӑллӑ канашсем паракан медицина ӗçченӗсем, амӑшӗ пек мӗнле тӑрӑшнине, ӗҫе мӗнле хӑнӑхтарнине те астӑвать. Хӑйӗн ӗҫӗн пур вăрттăнлăхӗсене алла илсе, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарнӑ Эльза Фиолетовнана тӗп больницăн ертӳçисем професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсенче хӑйӗн вӑйне сăнаса пăхма сӗнеҫҫӗ.

Темиҫе ҫул хушши вӑл районти, республикӑн Атăл çи тăрăхӗнчи зона тата республика шайӗнче иртнӗ конкурссенче сумлӑ призсем ҫӗнсе илет. 2009 ҫулта ӑна больницӑн терапи уйрӑмне аслӑ медицина сестри пулма палăртаççӗ, ҫав вӑхӑтрах провизор ӗçне те илсе пыма пуçлать. Унӑн ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене палӑртакан вун-вун Хисеп грамоти, Тав ҫырӑвӗсем тата асӑнмалӑх парнесем ҫемье архивӗнче упранаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче республикăн сывлӑх сыхлав министерствинчен те, федераци шайӗнчи профсоюз организацийӗсенчен те, ҫавӑн пекех, район администрацийӗнчен тата районти медицина ертӳҫисенчен те панисем пур.

Пулас мăшăрӗ, Анат Хураката ялӗн Рафик ятлӑ каччи те, вăл та пӗрре пӑхсах пӗр-пӗрне юратса пӑрахаççӗ. Мӑшӑрланнăранпа та кӑҫал 30 ҫул пулать иккен. Икӗ ача — ывӑлпа хӗр пăхса ӳстернӗ. Ывӑлӗ ҫар офицерӗ, Тӑван çӗршыв умӗнчи таса тивӗҫе пурнӑҫлать.

Хӗрӗ Гулия Ульяновск хулинче фармацевт специальноҫӗпе пӗлӳ илнӗ. Апла пулсан, професси династийӗ ҫаплах малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев